Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçсем кал-кал - савăнма та аван

Кашни çулах районти предприятисемпе организацисем иртнĕ çулхи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене туса смотр-отчетсем ирттереççĕ, пултарулăх ушкăнĕсем концертпа савăнтараççĕ, халĕ ку йăлара ĕнтĕ. Ăна кăçал районти Культура керменĕн ĕçченĕсем пуçларĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе Хусанушкăнь ял администрацинче пурăнакансене паллаштарчĕç.

Смотр-отчета райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Ф.Яхатин йĕркелесе ертсе пычĕ, районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пултарулăх ушкăнĕ Хусанушкăнь тăрăхĕнче пулнă май ял администрацийĕн пуçлăхне Н.Н.Иванейкина сăмах пачĕ. Николай Николаевич 2003 çулта туса ирттернĕ тата малашлăх план-мероприятийĕсем çинчен каларĕ. Унăн докладĕнчен çакă паллă. Хусанушкăнь ял администрацийĕ 7 яла пĕрлештерсе тăрать, анчах демографиллĕ лару-тăру савăнтарсах каймасть. 2003 çулта кунта 19 ача çуралнă, вилекенсен шучĕ 53, 12 мăшăр пĕр çемьене чăмăртаннă (ытларах Иккĕмĕш Хурашаш ялĕнчен). Ку тăрăхри ялсене газификацилес тĕ­лĕш­­пе япăх мар ĕçленĕ, анчах тумалли татах та чылай-ха.

Райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ З.С.Спиридонова районта культура вучахĕ мĕнле аталанса пынипе паллаштарчĕ. Халăхăн культура , ăс-тăн шайне, тавракурăмлăхне ÿстерес тĕлĕшпе райцентрти тĕп библиотекăра тĕслĕхлĕ библиотека ĕçлеме пуçлани пуриншĕн те савăнăç пулни çинчен каларĕ. Кăçал  çавăн пек Атнар, Туктамăш, Сĕн­тĕкçырми ялĕсенчи библиотекăсем те çĕнĕлле ĕçлеме пуçлĕç тесе палăртрĕ вăл. Райцентрти, Атнарти Культура керменĕсене çутçанталăк газĕ çитернĕ,  Мăн Этменти клуб çурчĕн тăррине витнĕ. Ытти ялсенчи клубсене те йĕркене кĕртесчĕ, çамрăксене пушă вăхăта усăллă ирттерме условисем туса парасчĕ, яшсемпе хĕрсене спорта ытларах явăçтарасчĕ тесе тăрăшаççĕ культура пайĕн ĕçченĕсем.

Çавăн пекех районти тĕп библиотека директорĕ М.Н.Мареева, районти  Культура керменĕн директорĕ А.И.Магаськин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕсемпе пухăннисене  кĕскен паллаштарчĕç.

Смотр-отчетăн иккĕмĕш пайне районти Культура керменĕ çумĕнчи ветерансемпе халăх хорĕ уçрĕ, “Ты, Россия - мать” юрра мăнаçлăн шăрантарчĕ. Чылай илемлĕ юрă-ташăпа, шÿтпе савăнтарчĕ пултарулăх ушкăнĕ. Ю.Егоров юрланă “Начар лаша кÿлсе тухсан” юрра хапăл туса йышăнчĕç. Е.Тайкинапа Е.Грузинова питĕ ăста лартса панă юрату çинчен шÿт те куракансемшĕн асра юлчĕ. Çавăн пекех А.Башкировпа Т.Иванова кулăшла сценкăсене маттур вылярĕç. Культура керменĕнчи ташă кружокне çÿрекен шкул ачисем чылай илемлĕ ташă парнелерĕç. Н.Романовапа З.Федорова, Т.Храмовапа Г.Матюшкина, В.Колокольчикова шăрантарнă çепĕç юрăсене те куракансем тăвăллăн алă çупса пысăк хак пачĕç.

Хусанушкăнь тăрăхĕнче пурăнакансем район центрĕнчи пултарулăх ушкăнĕ лартса панă концертпа питĕ кăмăллă юлчĕç.



"Пирěн пурнăç"
04 февраля 2004
00:00
Поделиться