Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Манăçми паттăр-хула

 

Утаркасси ялĕнче пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ Н.А.Андриянов Ленинград блокадине сирсе янă çĕре хутшăнакансенчен пĕри. Ункăна татнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа ЧР Президенчĕ Н.Федоров ун патне саламлă Çыру янă. Çак паллă датăна халалланă  тĕлпулăва вăл ЧР Социаллă политика министерстви панă “Ока” çăмăл автомашинăпа килчĕ. Руль умĕнче унăн мăнукĕ Коля пулчĕ.

Ленинград блокадинче пулнă Н.Андриянов матрос вăрçă кунĕсене асаилнĕ май куççульне тытса чараймасть.

- 1941 çулхи сентябрьте фашистсем Ленинград патне çитрĕç. Тăшмансем хулана тĕп тума шутланă. Анчах салтаксемпе матроссем, хула çыннисем хăйсен хулине паттăррăн хÿтĕлерĕç. Нимĕçсем çапах та хулана ункăласа илчĕç. Ленинград çыннисене выçăпа тата сивĕпе вĕлерсе пĕтересшĕн пулчĕç. Блокада 900 кун хушши тăсăлчĕ. Фашистсем пĕр вĕçĕмсĕр бомбăсем тăкрĕç. Çынсем выçăпа, сивĕпе вилетчĕç, вĕсене пытарма та май çукчĕ. Вилнĕ çынсене простыньпе чĕркесе урама тухса хуратчĕç. Ятарласа уйăрнă çынсем вара вилесене пуçтарса кайса пытаратчĕç.

Тÿсме çук йывăр пулсан та, Ленинград çыннисем хăраса ÿкмерĕç, тăшмана парăнмарĕç, хăйсен хулине хÿтĕлесе хăварчĕç, - асаилет ветеран. Куçĕсем шывланаççĕ пулин те, вĕсенче савăнăç палăрать.



"Пирěн пурнăç"
31 января 2004
00:00
Поделиться