Наркотик, наркоман, наркомани...
XXI ĕмĕрте çак сăмахсене илтмен çын çук та пулĕ. Шел пулин те, пирĕнтен килмен сăлтавсене пула наркомани юлашки çулсенче ытла та пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пырать. “Шурă вилĕм” тыткăнне çамрăксем ытларах лекни кашнин чĕринчех пăшăрхану туйăмĕ çуратать.
Мĕн вăл наркотик; Вăл ăс-тăна арпаштаракан, пуç мимине сиен кÿрекен тата организма хăйне хăнăхтаракан хутăшсен пысăк ушкăнĕ. Çак йыша мĕн-мĕн кĕрет-ха; Чи малтанах алкоголь, табак, хăшпĕр эмел. Наркотиксем çынсен пурнăçне вăхăтсăр татнине пурте пĕлеççĕ. Шăпах çак чирсене хирĕç кĕрешме, вĕсенчен сывалма пулăшаççĕ те районти тĕп больницăра наркологи енĕпе тăрăшакан медицина ĕçченĕсем.
Январĕн 27-мĕшĕнче, республикăри наркологсем хăйсен профессиллĕ уявне паллă турĕç. Пирĕн районти нарколог тивĕçĕсене Александр Петрович Яковлев пурнăçласа пырать, ăна пулăшса пыраканĕ Альбина Александровна Федорова. А.Яковлев, хăй вăхăтĕнче врач-терапевт дипломне илнĕ, 2000 çултан вара нарколог ĕçне пикеннĕ. Врач-нарколог кабинечĕ поликлиникăра 2-мĕш хутра вырнаçнă. Терапи уйрăмĕнче виçĕ çын валли койка уйăрнă. Куллен кунти ĕçченсем 170 ытла çынна йышăнаççĕ, тĕрлĕ сĕнÿсемпе канашсем парса пулăшаççĕ. Врач-нарколог патне килекенсен йышĕ вара çÿлсеренех ÿссе пырать, 2001 çулта нарколог кабинетне 2833 çын килнĕ пулсан, 2003 çулта - 4131, вĕсенчен чир-чĕре сыватас тесе - 1055 çын, медицина витĕр тухакансем 2076-ăн пулнă.
Алкоголь тесе спирта, эрехе тата ытти спиртлă шĕвек япаласене калаççĕ. Эрех ĕçсен савăнас килет, теççĕ. Тÿррипе каласан, кунта нимĕнле савăнăç та çук. Эрех пуç мимине минретет, вара çын хăйне йĕркесĕр тыткалама, ирсĕр шухăша лайăх теме пуçлать. Пирĕн районта эрехе еплерех тутанаççĕ-ши; Хĕрлĕ Чутай районĕнче 21 пин ытла çын пурăнать. Райпо лавккисенчен 2003 çулта сутăннă эрехсен шутне палăртнă хыççăн куллен кашни çын “хаяр шĕвеке” 9 литр çурă тутанни паллă пулнă, 2002 çулта 5 литр çурă ĕçнĕ, 2001 çулта - 3 литр. 2003 çулта пылак хĕрлĕ эрехе районта пурăнакансем 3 пин те 320 литр тутаннă, шурă эрехе - 11 пин те 43 литр, сăрана - 17 пин те 983 литр. Çавăн пекех “симĕс çĕленпе” туслисен йышĕ те ÿссех пырать, ăна пула вилекенсем те нумайлансах пыраççĕ.
Пирĕн районта наркомани тĕлĕшĕнчен çак вăхăтра учета илнисем çук. Çапах та наркотика йышăнакансем районта çук тени те тĕрĕсех пулмĕ. Вĕсене тупса палăртма май килмен кăна.
Наркăмăшлă япаласене кăмăллакансем те районта сахал мар, анчах та халлĕхе учета 1987 çулхи пĕр çамрăка кăна илнĕ-ха.
Çак маларах асăннă чир-чĕрсене хирĕç кĕрешес тесе районти наркологи енĕпе тăрăшакан медицина ĕçченĕсем профилактика тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ мероприятисене тухса çÿресе ăнлантару ĕçĕсем туса ирттереççĕ. Сăмахран, час-часах шкулсене çитсе лекцисем вулаççĕ, калаçусем, анкетăсем ирттереççĕ, районта тухса тăракан “Пирĕн пурнăç” хаçатра тĕрлĕ материалсем кун çути кураççĕ.