Пулăшу кирлĕ
Ял çыннине пĕр-пĕр чир-чĕр аптăратсан чи малтанах унăн ăçта каймалла; Паллах, фельдшер пунктне васкама тивет. Унта вара ăна мĕнпе пулăшĕç; Çак ыйтупа интересленсе тата паянхи фельдшер пунктĕнчи лару-тăрупа паллашас тесе Тралькасси ялне çитрĕмĕр. Пире А.Гурьянова вырăнти “тухтăр” кĕтсе илчĕ. Кун пек каласан та тĕрĕс. Мĕншĕн тесен фельдшерăн пĕтĕмпех тума пĕлмелле-çке. Антонина Григорьевна сывлăха сыхлас ĕçре 25 çул ытла ĕçлет. Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшас тĕлĕшре пĕлмен-туман ĕç çук. Кунти йывăр лару-тăру кĕнĕ-кĕменех курăнчĕ. Культура керменĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă фельдшер пунктĕнче икĕ çул каялла пушар пулнă хыççăн халĕ те вăл йĕркеленсе, вăй илсе çитеймест. Пỹлĕмсене çителĕклех тунă, стенисене обойпа çыпăçтарнă% илемлĕ курăнать. Анчах унта та кунта тивĕçлĕ япаласем çитменни яр уççăнах куçа ỹкет.
Чирлĕ çынна вырттарас пулсан кушетка çине сарма простыньсем, алă çума умывальник çук. Савăт-сапа енĕпе те япăх. Чейникĕ те пăхма хăрушă, пушар хыççăнхиех. Вак-тĕвек япаласене вара хăйĕн укçипе илет А.Гурьянова.
Чăн та, пулăшу кĕтсе ларнă пулсан, çивĕтти витмен сĕтел çинче ĕç тетрачĕсем те выртман пулĕччĕç. Юрать-ха райбольница медицина препарачĕсем, эмелсем тĕлĕшĕнчен пулăшкалать. Çамрăксем фельдшер пунктне сайра-хутра çеç килкелеççĕ. Ваттисем вара, ытларах юн пусăмĕ вылянипе аптăракансем, кунтах укола çỹреççĕ. Ун пеккисем те нумайăн мар, 4-5 çын çеç. Çавăн пекех çулталăка çитмен 5 ачана Антонина Григорьевна тĕрĕслесе-сăнаса тăрать. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене тĕпренчĕкĕсене çитерме ача-пăча апачĕпе тивĕçтерет.
Санитаркăра 18 çул ĕçлекен Р.Воронцован ĕçĕ сахал мар. Хуçалăх тĕлĕшĕнчи йывăрлăхсем ăна та пăшăрхантараççĕ. Акă, çуркунне-кĕркунне çурт тăрринчен , мачча витĕр шыв юхать. Хĕл çуррине çитрĕмĕр пулин те фельдшер пункчĕн чỹречи халĕ те пĕр хут кантăкпах ларать. Туса параканĕ халлĕхе тупăнман-ха. Сивĕ çурта вара сывă çыннăн кăна мар, чирлин те килес килмĕ. Кунта шăнса пăсăласси пирки иккĕлленме кирлĕ мар.
Фельдшер пункчĕн малашнехи шёпи, ĕçĕ-хĕлĕ пирки райбольница администрацийĕ мĕн шутлать-ши;.

"Пирěн пурнăç"