Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тĕп вырăнта - газификации

Чăваш Енри ялсене кăçал газификацилес ĕçе вĕçлесси пирки ЧР Президенчĕ Н.Федоров ятарлă программа кăларнăччĕ. Вăл мĕнле пурнăçа кĕни куç умĕнчех. Ялсене газ кĕртессин хăвăртлăхĕ пĕлтĕр палăрмаллах ỹсрĕ% чылай хуçалăхра кăвак çулăмпа усă курма пуçларĕç.
Тралькасси ял администрацийĕнче те газификаци ыйтăвĕ тĕп вырăнта. Сăмахран, Карăкçырминче хальхи вăхăтра монтаж ĕçĕсем пыраççĕ. Хăмаркка ялĕнче вара газ пăрăхĕсене çĕр айĕпе хураççĕ. Çак ĕçсене икĕ подряд организацийĕ пурнăçлать. Ял администрацийĕ çавăн пекех Шупашкарти “Комфорт-проект”  тулли мар яваплă обществăпа тачă çыхăнса ĕçлет. Ял администраци пуçлăхĕ Ю.А.Самылкин пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем газ ыйтăвĕсемпе ĕçленипе пĕрлех ял администрацийĕн кулленхи ĕçĕсене те манмаççĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулталăк пуçламăшĕнче отчетсем тăваççĕ, ĕç планĕсене палăртаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем территоринче пурăнакансен хисепне çĕнĕрен шутласа тухнă. Çапла вара Тралькасси ял администраци территорийĕнче 7 ял, 1704 çын пурăнать, 695 хуçалăх шутланать. 4 йĕркесĕр çемьене шута илнĕ, вĕсемпе тата ку тăрăхри йĕркене пăсакансемпе ял администрацийĕ час-часах профилактика ĕçĕсем ирттерет. Юрий Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче ял варринче, урамра хăйсен ирĕкĕпе мунча, кĕлет е ытти хуралтăсем туса тултарнă граждансенчен аренда укçи пухассине йĕркеленине те асăнчĕ. Налуксем енĕпе те ĕçсем аван пулса пыраççĕ, терĕ.
Иртнĕ çулхине кăштах пĕтĕмлетсе калас пулсан, ял администрацийĕ граждансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе сахал мар тăрăшнă. Кашни ялта икшер хут çынсемпе курса калаçнă. Территоринче демографиллĕ лару-тăру йывăррине  асăнмалла. Пĕлтĕр кунта 40 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, 10 ача çеç çуралнă. Ялтан аякка ĕçлеме тухса каякансен йышĕ çулран-çул ỹсет. Ытларах яш-кĕрĕм пысăкрах укçа шыраса урăх çĕрте ĕç тупать.
Çапла, ял администрацийĕн ĕçĕ нумай енлĕ пулсан та, малти вырăнта - ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтересси. Çулталăк пуçланнăранпа ял администрацине 100-е яхăн граждан тĕрлĕ ыйтупа пынă% справкăсем илнĕ, ытларахăшĕ газификаци ыйтăвĕсемпе тата “кăвак çулăм” кĕртес тĕлĕшпе паракан ссудăна илессипе кăсăкланнă.


"Пирěн пурнăç"
17 января 2004
00:00
Поделиться