Вилекенсен шучĕ чакнă
2003 çул та хыçа юлчĕ. Иртнĕ çулхи демографиллĕ кăтартусем еплерех-ши; Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх 2003 çулта пурĕ 177 ача çурални çинчен акт çырнă, 2002 çулта 176 пулнă. Вилекенсен шучĕ кăшт чакнă.
Çут тĕнчепе 512 çын сывпуллашнă, 2002 çулта вăл цифра 521 çитнĕ пулнă.
Çемье тата мăшăрлану ыйтăвĕсем уйрăлми çыхăннă. Çулталăк хушшинче 132 туй кĕрленĕ, виçĕмçул вĕсен шучĕ 110 пулнă. Çĕнĕ çемьесем хушăнни лайăх та, анчах уйрăлакансем те çук мар. Иртнĕ çул 42 çемье арканнă, тата малтанхи çул вăл хисеп 46 çитнĕ.
Çавăн пекех иртнĕ çул 28 ачан ашшĕ кам пулнине тупса палăртнă, ют ачана усрава илекенсем пулман.
2004 çул пĕрремĕш утăмсем тума пуçларĕ. Апла пулин те улшăнусем пур-ха. Вуникĕ кун хушшинче районти демографиллĕ лару-тăру çапларах% 6 пепке кун çути курнă (3 хĕрачапа 3 арçын ача), 15 çын вилнĕ. Иртнĕ çул çак тапхăрта 29 çын çут тĕнчерен уйрăлнă.

"Пирěн пурнăç"