Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Олимпиада хăйне евĕр экзамен

Сисĕнмесĕрех хĕллехи каникул та иртсе кайрĕ, вĕренỹ çулĕнчи чи вăрăм чĕрĕк пуçланчĕ. Шкул ачисенчен хăшĕсем кану вăхăтĕнче те алăран кĕнеке ямарĕç пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен пĕлĕвне тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче тĕрĕсленĕ. Калас пулать, олимпиадăсем право, физика, математика предмечĕсемпе декабрь уйăхĕнче те иртнĕ. Ку уйăхра, акă, аслă классенче вĕренекенсем биологи, математика, истори енĕпе пĕлĕвне кăтартнă. Предмет ăмăртăвĕсенче уйрăмах Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем маттур пулни куçкĕрет. Сăмахран, çак учрежденири Игорь Лентюков  9-мĕш классем, Наталья Пудова 10-мĕшсем хушшинче биологипе çĕнтернĕ. 11-мĕшсенчен ку предметпа Тралькассинчи Ольга Ербулаткина мала тухнă. Математикăпа Павел Григорьев (8 класс), Игорь Лентюков (9 класс), Константин Степанов (10 класс), Дмитрий Гусельщиков (11 класс) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Историе лайăх пĕлнине Атнар шкулĕнчи А.Ивантаева (10 класс), Мăн Этменти Р.Порейкина (11 класс) кăтартса панă.
Сăмах май, олимпиадăсем вĕçленмен-ха. Хими, экономика предметне юратакансем çитес канмалли кунсенче ăс-тăн шайне тĕрĕслĕç.


14 января 2004
00:00
Поделиться