Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тар тăкмасăр ỹсĕм пулмасть

Районти тулли мар яваплă “Сельэнерго” общество - йывăрлăхсене çĕнтерсе пыракансен йышĕнчен. Экономикăри улшăнусен, пасар хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче пĕчĕк предприятисене аталанма çăмăлах мар. “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ” Николай Иванович Бурин ертсе пыракан коллектив вара çĕнĕ пурнăçра та хăйĕн ỹсĕм çул-йĕрне тупнине палăртма кăмăллă.
Кунта тĕрлĕ продукци кăлараççĕ.  Акă, полиэтилентан сад-пахча шăвармалли тата сĕт сунă чухне усă курмалли пăрăхсем тухаççĕ. Çавăн пекех ялхуçалăх техники валли тĕрлĕ диаметрлă пăрăхсем хатĕрлеççĕ. Кабельсем тăвассине те йĕркелесе янă. Унсăр пуçне полиэтилен пленки хатĕрлеççĕ. Вăл 3 метр сарлакăш, хулăнăшĕ 100 микрон. Çавăнтан вырăнтах пакетсем ăсталаççĕ. Çав пакетсемпе республикăри райпосене тивĕçтереççĕ. Сăмахран, вăл купăста йỹçĕтме аван. ăна пичке ăшне вырнаçтараççĕ те, шыв юхса тухмасть.
Коллективăн кăçалхи ĕç кăтартăвĕсем аван. Сăмах май, кунта вунă çын ытларах кăна тăрăшать. Вĕсем пурте опытлă, тăрăшуллă. С.Архипов тĕп инженерах илер-ха. Унăн ĕçне тивĕçлипех хакланă, ăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ” ят панă. В.Иванов снабжени енĕпе нумай ĕç тăвать. Водительсенчен Э.Прагуськин хастарлăхпа палăрса тăрать. Вăл кирек хăçан та рейса тухса каять, шанса панă техникăна юсавлă тытать.
Çакна палăртма кăмăллă. Кунта производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртессишĕн нумай тăрăшаççĕ. Кăçал кăна  çĕвĕ цехĕ уçăлнă. Унта хальхи вăхăтра ĕç халачĕсем, фуфайка таврашĕсем çĕлеççĕ. Çавăн пекех арман-дробилка хута янă. Унта выльăхсем валли тырă вĕтетме пулать. Пĕр килограмм çăнăх пуçне 30 пус кăна тỹлемелле.
- Продукци туса кăларма чĕртавар сахал мар кирлĕ, - тет Н.Бурин. Эпир, сăмахран, полиэтилена Хусанти синтез заводĕнчен кỹрсе килетпĕр. Тĕрĕсрех калас пулсан, эпир çĕршыври пĕр вунă заводпа тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Хатĕр продукцие вара республикăри райпосене леçсе паратпăр. Туса кăларакан продукцин ĕмĕрĕ вăрăм. Полиэтиленпа 50-60 çул чиперех усă курма пулать.
Коллектив пысăк хастарлăхпа ĕçлет. Рабочисем кăçалхи çула ăнăçлă вĕçлесе çĕнĕ çулта тата пысăкрах ỹсĕмсем тăвас тĕллевпе пурăнаççĕ.
Коллектив ертỹçи Н.И. Бурин 2003 çулхи кăтартусем тăрăх “Çулталăкри чи лайăх предприниматель” ята тивĕçнĕ.
Саламлатпăр ăна!


"Пирěн пурнăç"
10 января 2004
00:00
Поделиться