Ишекасси шкулĕ - 100 çулта
Хисеплĕ вулакан, тен, сисет те пулĕ, юлашки çулсенче шкулсен юбилейĕсене чаплăн кĕтсе илсе уявласси кулленхи йăлана кĕрсе пырать. Ку таранччен чылай шкулсен çуралнă кунĕсене паллă туни пире пурне те савăнтарать. Çавăн пек ырă ĕç халăхăн культура шайне татах та çỹллĕ шая хăпартма, çамрăк ăрăва, ĕç çыннисен ăс-тăнне пуянлатма пулăшать.
Акă, иртнĕ çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Ишеккасси шкулĕ уçăлнăранпа 100 çул çитнине уявларĕç. Ку вăл вырăнти çынсемшĕн кăна мар, пĕтĕм районшăн та паллă событи. Мĕншĕн тесен çак шкула пĕтернĕ, кунта ăс-тăн пухнă, воспитани илнĕ çĕршер çын çĕршывăн экономикине, унăн культурине хăпартас ĕçре куллен ырми-канми ĕçленĕ. Вĕсен шутĕнче темиçе вăрçă витĕр тухнисем те, алла тĕрлĕрен специальнăç илнисем те, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлекенсем те сахал мар. Ку вăл шкулăн ылтăн çỹпçийĕ.
Ишеккассинчи пуçламăш шкулăн директорĕ З.А. Мерескина каласа панă тăрăх, асăннă шкул 1903 çулта уçăлнă. Малтанлăха, паллах, шкулăн çурчĕ пулман. Çавăнпа та ялти ачасене пуянрах пурăнакан çынсем патĕнче вĕрентме тивнĕ. 1905 çулта 2 класлă шкул çуртне туса лартнă. Анчах та пурне валли те кунта вырăн çитмен, 2 ушкăнĕ çынсем патĕнче вĕреннĕ. Малтанах Мутак Хветĕрĕ патĕнче, унтан Михаил Манейкин çуртĕнче, кайран Г.И.Тимофеев килĕнче. Пĕрремĕш учительсене те асăнса хăвармалла. Вĕсем% П.Уледеркин, Ф.Сорокина. Сăмах май, Ф.Сорокинан йăмăкĕ те Варвара Алексеевна Ярадайкина нумай çулсем хушши ялти шкулта вĕрентнĕ. Унăн мăшăрĕ те, Яков Егорович Ярадайкин, учитель пулнă. Çавăн пекех Ярадайкинсен ачисем те таврари паллă, ăслă çынсем шутланнă. 1909 çулта Ишеккасси шкулĕнче 78 вĕренекен пулнă. Революци хыççăн вĕренекенсен шучĕ те ỹснĕ, учительсем те йышланнă, вăл вăхăтра пурĕ 4-ăн тăрăшнă% Г.Мерескин, Ф.Ярадайкина, Ф.Манилов, К.Яргунин.
Вăрçăччен шкулăн хушма çуртне тума пуçланă. Анчах та кунта тăрăшакансем 45-ĕн пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле, алла хĕçпăшал тытса Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хỹтĕлеме вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен виççĕшĕ кăна тăван киле таврăннă. Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн кăна шкулăн çĕнĕ çуртне туса пĕтернĕ.
1986 çулта шкул кивелсе юрăхсăра тухнине пула, ашшĕ-амăшĕсем ыйтнипе, ачасене ялăн çĕнĕ клубĕнче вĕрентме пуçланă. Фойере классем йĕркелесе 14 çул хушши учительсем ачасене пĕлỹ панă.
2000 çулта 3 уйăх хушшинче малтанхи кивĕ шкул вырăнĕнче çĕнĕ шкул çĕкленсе ларнă. Халĕ вара 3 çул ытла ĕнтĕ ялти ачасем çĕнĕ шкулта ăс пухаççĕ.
100 çул хушшинче çак асăннă шкулта вĕренсе Раççейре тата таврара палăрнă çынсем сахал мар тесе маларах асăнтăмăрччĕ ĕнтĕ. Акă, паянхи куна илес пулсан, Ишеккасси шкулĕнче пĕлỹ пухнă В.Орлов - район администрацийĕн пуçлăхĕ, ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, А.Степанов - Хĕрлĕ Чутай райпо Канашĕн председателĕ, потребкооперацин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, В.Ульянов - район больницин тĕп врачĕ, В.Сатлайкин - “Мелиоратор” кооперативăн директорĕ, А.Карпов - “Сура” ялхуçалăх призводство кооперативĕн директорĕ тата ыттисем те.
Палăртма кăмăллă, шкул юбилейне уявлас тесе кунти ĕçченсем тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Юбилее халалланă пуху та савăнăçлă иртрĕ. Кунта вĕренекенсем хăнасене тĕрлĕ сăвă-юрăпа, ташă-кулăпа савăнтарчĕç. Çак шкулта ăс пухнă çынсем, ял-йыш юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ В.Орлов компьютер тата 15 мăшăр йĕлтĕр, районти вĕрентỹ пайĕн заведующийĕ А.И.Тверсков - ỹкерчĕк, райпо Канашĕн председателĕ А.Степанов - сăран мечĕкпе укçа-тенкĕ, район больницин тĕп врачĕ В.Ульянов - 4 çемçе пукан, республикăри ача-пăча библиотекисен системин ертỹçи Л.Никитина шкула “Тетте” журнал çырăнса пачĕ, Ю.Сементер кĕнекисемпе çамрăк художниксен ỹкерчĕкĕсене парнелерĕ тата ашшĕ-амăшсем те парнесем турĕç.

"Пирěн пурнăç"