ТАР ЮХТАРМАСĂР ХИСЕПЛĔ ЯТ КИЛМЕСТ
Ольга Андреевна Михуткина 1933 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕнче Енкĕлт ялĕнче хресчен çемьиче çуралнă. Ачаллах йывăр ĕçе кỹленнĕ. Ашшĕ граждан вăрçинчех аманса килнĕскерех чирлĕ пулнă, çавăнпа Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнман. Сывлăхĕ хавшак пулнă пулин те колхоз лашисене пăхма çỹренĕ. 1942 çулта çĕре кĕнĕ. Çапла вара 4 ача тăлăха юлнă. Ольга чи кĕçенни пулнă пулин те, амăшĕ чĕрçи çине ачашланса ларман, çук пурнăç ĕçлеме хистенĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 8 класра вĕреннĕ вăхăтра килте укçа-тенкĕрен хĕсĕк пулнăран малалла ăс пухма тỹр килмен хĕрачан. Вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнă. Вăл вăхăтра 150 тенке ăçтан тупмалла-ха; Амăшĕ хĕрне вĕрентес тесе кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленнĕ, анчах вăл укçа та çителĕксĕр пулнă. Ачасене ура çине тăратас тесе тăрăшнă чухне аннесене уйрăмах йывăр килнĕ, выçă ларан ачисем çине пăхса мĕн чухлĕ ыратман пулĕ вĕсен чунĕ. Ытла-çитлĕ пурнăç пулин те хĕрачан çав-çавах вĕренес туртăм пысăк пулнă. Вара вăл районти МТС-ра трактористсене хатĕрлекен курсра вĕренме пуçлать. Пур экзаменсене те «5» паллăпа вĕçлет хĕр. Çавăншăн ăна 150 тенкĕ парса хавхалантараççĕ, ĕç вырăнĕ те тупса параççĕ. 19 çулхи хĕр МТС-ра тракторист пулса ĕçлеме пуçлать. Çапла вара Ольга 1952 çулта хурçă кăлтăрмачлă, арçури саслă трактăрпа вĕçĕ-хĕриссĕр хирсем тăрăх çỹреме пуçланă. Эрни-эрнипе сухаланă е акнă, талăкра 10-12шер сехет ĕçленĕ. Шуçăмла ĕçе пуçăннă, çĕрле киле таврăннă. Çурхи вĕтĕ çумăр та, кĕрхи сивĕ çил те чăрмав пулман уншăн. Темле йывăр пулсан та ырă пурнăçа кĕтнĕ вĕсем. Пултаруллă та хастар хĕре хăвăрт асăрхаççĕ, яваплăрах ĕçсем шансах тăраççĕ, хăй ĕçĕнче бригадира суйлаççĕ. Ольга Андреевнашăн нихçан та «çук» сăмах пулман, мĕн хушнине тỹрĕ кăмăлпă пурнăçланса пынă.
О.Михуткина МТС-ра ĕç вырăнне улăштармасăр 33 çул вăй хунă. Ĕçне кура хисепĕ, паллах. Унăн йывăр та пархатарлă ĕçне тивĕçлипех хакласа ăна «Хисеп палли», «Ĕçлĕк Хĕрлĕ сеп палли» орденсем парса чысланă. Унсăр пуçне ялхуçалăхне ура çине тăрассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тĕрлĕ медальсем. Хисеп грмотисем парса хавхалантарнă, унăн ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Ĕмĕре арçынсемпе тан «хурçă ут» умĕнчи ирттернишĕн О.Михуткина паян пĕрре те кулянмасть, тем те курнă, чăтнă вăл. Иртнĕ вăхăта асаилмелли те сахал мар унăн. Вăл саманари хĕр-сухаçăсене Правительство манманни ветерана савăнтарать, анчах чуна пăшăрхантараканни те çук мар.
Пурнăçăн вăрăм та тумхахлă çулĕпе утса тухнă ватă çын хисепе тивĕçлĕ ĕнтĕ. Сире, Ольга Андреевна , малашне те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, икселми телей сунатпăр. Сирĕн пархатарлă ĕçĕр яланах халăх асăнче пулĕ.