Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

ÇĔНĔ УТĂМСЕМ ТĂВАС ТĔЛЛЕВПЕ

Аш-пăш, сĕт-çу – чĕрĕ укçа хутаççи пулнă май районти сĕт-çу фермисенче кăна мар, уйрăм çынсем те выльăх-чĕрлĕхсен йышне ỹстерсе пыма е пĕр шайра тытма тăрăшаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра продукции туса илсен тет вĕсен хакĕ питĕ йỹнелсе кайнипе ăна мĕнле тухăçлăрах вырнаçтарасси питĕ пăшăрхантарать ял çыннине. Акă, районти сĕт-çу заводчĕ те иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнчен вара ĕçлемесĕр ларчĕ. Кăçалхи май уйăхĕнче тин унта пăр тапранчĕ темелле. Унти лару-тăри еплерех пулнине тĕплĕнрех пĕлес тесе районти сĕт-çу заводчĕн директорĕпе А.К. Антоновпа тĕл пулса калаçма тỹр килчĕ. - Завод хута кайрĕ, йывăрлăхсем вĕçленчĕç теме пулать-и ; - Çук, паллах. Пĕр уйăх çурă ĕçлетпĕр пулин те санэпидемстанции сĕт ыйшăнмалли ирĕк парсах çитереймерĕ-ха. Çавăн пекех продукции хатĕрлемелли цех ĕçлемест, çавна та хута ямалла пулать. Унсăрăн пуçне оборудовании çителĕксĕр. Мускавсем ĕçленĕ вăхăтра хăйсен оборудованийĕпе усă курнă пулнă. Халĕ вара..... Техника çукки те пысăк чăрмавсем кỹрет. Иртнĕ тапхăрта сĕт-çу заводĕнче 7 техника шутланса тăнă пулсан, халĕ 3 кăна юлнă, вĕсем те пулин юрăхсăр. - Паянхи куна сĕт-çу заводчĕ мĕнле продукции туса кăларать; - Пĕр уйăх кăтартăвĕсене илес пулсан 320-330 тонна (пĕр миллион тенкĕлĕх) сĕт йышăнатпăр. 42 тонна майлă продукции туса кăларатпăр. Иртнĕ тапхăрта 9 тĕслĕ продукции туса кăларнă пулсан халĕ тăпăрчă, услам тата шăратнă çу кăна туса кăларатпăр. Чылай тĕрлĕ продукции туса кăларма санитарипе эпидемиологи асăрхавĕн ирĕкĕ кирлĕ, унччен вара цехра юсав ĕçĕсем ирттермелле. Ку вара, паллах, укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çавăн пекех сĕте тасатса сивĕтсе Çĕмĕрлери сĕт-çу заводне ăсататпăр, туса кăларнă продукцие çывăхри хуласене ăсататпăр. Кунта хатĕрленĕ тăпăрча вара Мускаври сĕт-çу заводне каять. Çитес август уйăхĕнче продукцие пакетласа кăларасси шанăç пур. - Çĕнĕ утăмсем тума мĕнле тĕллевсем лартрăр; - Çỹллерх асăннă продукцисене кăларма оборудовании илесси – чи пысăк тĕллевсенчен пĕри шутланса тăрать. Унсăр пуçне, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, çитес çулсенче «Бифидок» кефир, хăйма продукцийĕсене кăларма палăртатпăр, тăпăрчăпа çăва фасоват туса кăларма ĕмĕтленетпĕр. - Сĕт-çу заводчĕ ура çине тăтăр тесен мĕн тумалла; - Малтанах ĕнтĕ районти хуçалăхсен сĕте Етĕрнепе Çĕмĕрле хулисене мар, хамăр сĕт-çу заводне килсе памалла. Унсăрăн пуçне халăхран ытларах сĕт пуçтарассине йĕркелемелле. Пурте пĕр пулса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен районти сĕт-çу заводчĕ пысăк утăмсем тăвас шанăç пур.


30 июля 2003
00:00
Поделиться