УС ЛАМ, ТУПĂШ АТАЛАНАТЬ
Чăваш Республикин президенчĕ 2003 çулхи мартăн 3-мĕшĕнче «Чăваш Республикинче вак предприниматĕльлĕхе васкавлăн аталантарасси çинчен» Указ кăларчĕ. Çак Указпа килĕшỹллĕн, республикăра предпринимательсене пулăшмалли çул-йĕре палăртнă. Ку шута финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу парасси, çăмăллатнă майпа лизинг, кредит уйăрасси, тỹлевсĕр бизнес-план хатĕрлесси кĕрет. Кăçал Чăваш Республикин бюджетĕнчен асăннă ĕçсене пурнăçлама 15,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Çитес çул ку кăтартăва икĕ хут ỹстерме палăртнă.
Патшалăх пулăшăвне конкурс иртернĕ хыççăн уйăраççĕ.2003 çулхи июлĕн 10-мĕшĕ тĕлне 29 вак предпринимательрен 27-шĕ асăннă конкурс витĕр тухнă.
Çĕнтерỹçĕсем Шупашкар, Вăрмар, Комсомольски, Çĕрпỹ, Пăрачкав, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен. Вак предпринимательлĕхĕпе ĕçлес текенсен 21-ĕшĕ çăмăллатнă майпа кредит илнĕ. 6-шне çăмăллатнă майпа лизинг панă.
Бизнес-проектсем хăмаран, пластмассăран, керамикăран продукции хатĕрлеме çул уçаççĕ. Конкукрс витĕр тухнисен йышĕнче строительствăпа монтаж ĕçĕсем, ял хуçалăх продукцине тирпелекенсем те пур. Груз турттарасси, çĕвĕ, сăран изделийĕсем хатĕрлесси те çак йышах кĕрет.
Тỹлевсĕр бизнес-план хатĕрлессине республиукăри бизнес центрĕ йĕркелесе пырать.
Экономика министерстви предпринимательсем патшалăх пулăш ăвне илме хапсăннине палăртнипе пĕрлех çак ĕçе тата активлăрах хутшăнма чĕнсе калать.