Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йĕркерен тухрăн – явап тыт

Йĕркерен тухрăн – явап тыт Районти оперативлă лару-тăру улшăнса тăни кашнишĕнех паллă. 2003 çул иккĕмĕш çуррине пусрĕ ĕнте. Ултă уйăх кăтартăвĕсене иртнĕ çулхипе тавлаштарсан çакă курăнать – регистрациленĕ преступленисен шучĕ 11,6 процент ỹснĕ (121 пулнă пулсан 135 çитнĕ), вăрă ĕçĕсем 8,1 процент таран нумайланнă (37-рен 40 çитнĕ)апла пулин те çак ĕçсене 89,5 процент таран уçса панă. Эрех ĕçме юратакансене çулне те пỹлнĕ. Вĕсен йăвине тупса палăртас тĕлĕшпе тĕрлĕ мероприятисем туса ирттернĕ. Çавна май ỹсĕрле преступленисем тăвасси шутне 11,1 процент таран чакарнă.Пĕлтĕр ку тапхăрта 50 преступлени пулнă пулсан, кăçал вара 45. Экономика преступленийĕсене илес пулсан çакна калама пулать. Ултă уйăх хушшинче 15 преступлени палăртнă, иртнĕ çул çак тапхăра 13 пулнă. Преступленине регистрациленĕ хыççăн 388 пин тенкĕлĕх тăкак пулни пирки çиреплетнĕ. Право йĕркине хỹтĕлекенсене чи çивĕч ыйтăвĕ вăл - çул çитмен çамрăксене пурнăçăн тĕрĕс çулĕ çине тăма пулăшасси. Шалти ĕçсен пайĕнче пурĕ 26 çамрăк учетра тăрать, вĕсенчен пĕри суд саккине çинче пулса курнă. Ашшĕ-амăшĕ кирлĕ мар, çапкаланса çỹрекен ачасен шутне чакарас тесе ятарласапалăртнă обществăлла воспитатĕльсем ĕçлеççĕ.Йăвăр лару-тăрура пурăнакан çемьесене те учета тăратаççĕ. Паянхи кунччен вĕсем10. Ашшĕ-амăшĕн прависенчен хăтарас тĕлĕшпе 6 материал пухса хатĕрленĕ, УК РФ 156 статйипе 3 уголовнăй ĕç пуçарнă. Ют пурлăха хапсăнакансемпе кĕрешес тĕлĕшпе каçхи вăхăтра «Поиск» икĕ ушкăн ĕçлет. Вĕсем ултă уйăх хушшинче 10 преступленине уçса панă. 12 преступник шыравра пулнă, вĕсенчен 9-шне тупса палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен, саккуна пăсакансен, преступлени тăвакансен шучĕ чакмасть. Вĕсен шучĕ сахалрах пулччăр тесе кашни çыннăн йĕркеллĕ пулмалла, тимлĕхпе асăрханулăх пирки манмалла мар.


18 июля 2003
00:00
Поделиться