Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 135 çул

Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 135 çул Районти ĕç династийĕсем çинчен çырнă чухне Хĕрлĕ Чутай саличен пурăнакан Ванюшкинсен çемьине те манма кирлĕ мар. Вĕсем халăха çутта кăларас ĕçре пысăк тỹпе хывнă, çĕр-çĕр ачана вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.Ачисем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă, çакă та савăнтарать. Çемье пуçлăхĕ Иван Тимофеевич Ванюшкин Сĕнтĕкçырми ялĕнче çуралса ỹснĕ. Унăн вĕренес туртăмĕ çамрăклах пысăк пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Етĕрнери педучилищере вĕреннĕ. Унтан пĕлĕве татах анлăлатас, ỹстерес тĕлĕшпе Канаш хулинчи учительсем хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ. Кунпах çырлахмасть И.Ванюшкин. Вăл Шупашкарти Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетне вĕренме кĕрет. Унтан вăхăт ыйтнипе Чулхулари партин аслă шкулĕнче ăс пухнă. Çамрăк педагог ĕç биографине Хабаровск крайĕнче пуçланă. Унта икĕ çул тимленĕ хыççăн тăван тăрăха таврăннă, каллех учитель пулса ĕçлеме пуçланă, ачасене сăмах хăватне туйса илме пулăшнă тата истори предметне вĕрентнĕ. ăслă педагога тĕрлĕ шкулсенче ĕçлеме тỹр килнĕ. И.Ванюшкин вĕрентỹ тытăмĕнче 50 çул тăрăшнă. Юратнă ĕçре кăна çитĕнỹ тума пулать. Иван Тимофеевич та çакна ялан асра тытнă. ăна халăха вĕрентес ĕçре тăрăшулăхпа палăрнăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учитĕлĕ» ят парса чысланă, район аталăвне пысăк тỹпе хывнăшăн вăл чылай Хисеп грамоти тат парнесем тивĕçнĕ, çав шутрах «Ĕç ветеранĕ» медаль те. И.Т. Ванюкин çинчен нумай ыррине калама çырма пулать. Вăл ĕçленĕ шкулсенче яланах çирĕп дисциплина, йĕрке пулнă. Унăн мăшăрĕ, Мая Павловна, ĕмĕрĕпех ачасене пĕлỹ парас ĕçре тимленĕ. Вăл Муркаш районĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн вăл Чăваш патшалăх педагогика институчĕн филологи факультетĕнче ăс пухнă. Вăхăт иртнĕçем шăпа ăна пирĕн района çитернĕ. Аслă пĕлỹллĕ хĕр Штанашри вăтам шкулта ĕçе пуçăннă, ачасене вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене юратма вĕретнĕ. Унтан тĕрлĕ сăлтавсене пула Мăн Этмен, Серенкасси шкулĕсенче, унтан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче ĕçленĕ, обществăлла ĕçĕсене, активлă хутшăннă. 1968 çулта Мая Павловна республикăри учительсен съездне хутшăннă, доклад та тунă. Тỹрĕ кăмăллă, чĕвĕл чĕлхеллĕ педагога районти хĕрарăмсен канашне те ертсе пыма шаннă, вĕрентỹ пайĕнче методист пулса та ĕçленĕ. Пултаруллă вĕрентекене районти Культура çурчĕн сцени çинче те час-часах курма пулнă.ăна çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçре тунă çитĕнỹсемшĕн «За трудовые отличия», «За доблестный труд в ознаменования 100-летия со дня рождения В.И. Ленина», «Ветеран труда» медальсемпе чысланă тата «Старший учитель» ят панă, чылай Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕçнĕ. Халĕ Ванюшкинсем тивĕçлĕ канура, тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ, пушă вăхăта сад-пахчара ирттереççĕ, иртнĕ çулсене ырăпа асаилсе йăпанаççĕ. Ванюкинсемшĕн ĕмĕрĕпех вĕрентỹ тытăмĕнче тăрăшни сая кайман. Халĕ вĕсен вĕренекенĕсенчен чылайăшĕ аслă пĕлỹ илсе пысăк çынсем пулнă, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесенче тăрăшаççĕ. Çапла вара, Ванюшкинсен çемйин педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 135 çул. Тен, малашне çак хисеп татах та ỹсĕ.


12 июля 2003
00:00
Поделиться