Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чутай, ỹс те маттурлан, пул мăнаçлă эс ялан!

Чутай халăхĕ ялан тарават. Çак кун та вĕсем район ертỹçисемпе Хĕрлĕ Чутай сали 421 çул тултарнă ятпа уява килнĕ хăнасене ваттисен йăли- йĕркипе çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç. Чутай енне хисеплекенсем сахал мар пухăннă. Вĕсем: ЧР Президенчĕн администрацийĕн представитĕлĕ Л.А. Читнаев, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатчĕ, «Волга-РОСнефтьрансăн» генеральнăй директăрĕ П.В.Семенов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутатчĕ В.Е. Савинкин, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректăрĕ нумăй çул ĕçленĕ тата «Чавал» ентешлĕхĕ пуçарса яраканĕсенчен пĕри Г.А. Яковлев, Шупашкарти аш-какай комбиначĕн генеральный директăрĕ П.В.Ивантаев, республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ В.Н. Оринов, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн преподоватĕлĕ А.В. Данилов, Чăваш Республикин экономика министрĕн çумĕ О.А. Николаев, ЧР ялхуçалăхпе апатçимĕç министрăн çумĕ С.П. Дмитриев, вĕрентỹ институчĕн проректорĕ А.П. Никитин, Чăваш радиопа телевиденинчен Ю. Никифоровпа М.Н. Мареева, Етĕрне райадминистрацийĕн вĕрентỹ пайĕн начальникĕ А.А. Филиппов, З.С. Спиридонова юрăç тата ыттисем те. Уява Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.М. Столярова уçрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, райадминистрацин пуçлăхне В.Г. Орлов сăмах пачĕ. _ Ырă кун пултăр хаклă Чутай çыннисем, юлташсем, хăнасем! Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх сывлăх сунатăп,- терĕ Валерий Гурьевич. Унтан вăл кĕскен район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Райадминистрации пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И. Ярлов Культура кĕрменĕн çурчĕ умĕнче йĕркеленĕ чечексен тата алăстисен курăвне пĕтĕмлетрĕ. Хĕрлĕ Чутай халăхĕн пултарулăхне, ăсталăхне, маттурлăхне палăртса малти вырăнсене çĕнсе илнисене пĕчĕк парнесемпе чысларĕ. Уявăн малаллахи пайĕнче район пуçлăхĕ В.Г. Орлов Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В. Федоровăн «Шкул автобусĕ» программипе килĕшỹллĕн пирĕн района пĕлтĕр- 3, кăçал 2 автобускилсе çитнине пĕлтерчĕ. Вĕсен хуçисем Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ тата Çĕн Антикассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул пулнине палăртрĕ, автобуссен çăра уççисене хуçисене пачĕ. Вуникĕ сехет тĕлнелле Хĕрлĕ Чутайăн хисеплĕ çыннисем, хăнисем, чăваш тумĕ тăхăннă арăмсем Ленин урамĕпе Кивĕ центрти Культура çурчĕ умне çул тытрĕç. Калас пулать, Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн ĕçченĕсем сала уявне тивĕçлĕ иртерес тесе сахал мар вăй хунă. Урамсенчи кашни килçурт таврашĕнче тирпей-илем хуçалантăр тесе ял администрацийĕн ĕçченĕсем нумай тăрăшрĕç, килрен киле çỹресе асаилтерсех тăчĕç, уявра пулакан тĕрлĕ конкурсене хутшăнма чĕнсе каларĕç. Кивĕ центр улшăнса, илемленсе пынишĕн, кунти тирпейлĕхшĕн савăнни çинчен П.В. Ивантаев, В.Н. Оринов, П.В. Семенов тата ыттисем те пĕлтерчĕç. 2003çул- Çемье çулталăкĕ. Çак çулпа усă курса район пуçлăхĕ В.Г. Орлов Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕнче пурăнакан 5 е ытларах ача амăшĕсене – Р.Б. Аргандейкина, В.Л. Абрамована, А.В. Борисовна, Е.В. Календрейкинана, Н.В. Катейкина, Р.В. Кирилловна, Н.И. Михуткина, Л.Ю. Назаровна, Е.С. Кожевникована, Р.Ф. Глухована, С.В. Филипповна, П.Ф. Коракована- «Материнская слава» значокпа пĕрле чечек çыххиес парса чысларĕ. Чăваш Ен: ĕнер,паян, ыран конкурсра малти вырăнсене райадминистрацин вĕрентỹ пайĕ, ял-хуçалăх управленийĕ, ача-пăча библиотеки, районти тĕп больница çĕнсе илнине палăртрĕ . Юрă-ташă, конкурсемпе вăйсем пынă вăхăтрах «Чутай заливĕ» çывăхĕнче спорт ăмăртăвĕсем пычĕç.Унта çамрăксем кăна мар, çула пуснă çынсем те активлă хутшăнчĕç. Физкультурăпа спорт комитетчĕ, унăн ертỹçи А.М. Никитин халăха спорт мероприятийĕсене явăçтарас ĕçе аван йĕркеленĕ. Унтан спортсменсемпе пĕрлех спорта юратакансем кăна мар, килнĕ хăнасемпе пуçлăхсем те тĕп стадиона пухăнчĕç. Кунта вара пысăк уяв иртрĕ. Малтанах тĕп стадион çывăхĕнчи çула асфальт сарса пĕтернине тата стадионта спортсменсене хывса-тăхăнмалли çурта хута янине паллă турĕç. Унтан В. Орлов спорта юратакансене уяв ячĕпе саламласа ăмăртусем уçăлнине палăртрĕ. Унсăр пуçне вăйсенче ăнăçусем сунса «Спартак» командăри футболистсене райадминистрации ячĕпе формăсем парнĕлерĕ. Каçкỹлĕм сăнĕ таврана çапсан Культура керменĕ çумĕнче гала-концерт пуçланчĕ. Хĕрлĕ Чутай салин кунĕ ячĕпе саламласа чăваш эстрада çăлтăрăсем И. Шинжаев, З. Спиридонова, С. Павлов, С. Яковлева, А. Московский тата «Альянс» ушкăн килсе çитрĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕпе янраса кăна тăчĕ Çĕнтерỹ лапамĕ. Анчах пурне те тĕлĕнтерекенни , савăнтараканни фейерверк пулчĕ. Унăн вун-вун тĕслĕ йăлтăртатăвне таврари ялсенчи çынсем те курса савăнчĕç.


02 июля 2003
00:00
Поделиться