Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Патриотизм туйăмне чĕртсе

Çурхи хĕвеллĕ кунра, çанталăк хăйĕн патне йыхăрнă вăхăтра камăн алă усса ларас килтĕр - выляс, чупас, савăнас килет, çитсе курман вырăнсенче пулса мĕн те пулин çĕннине курас туйăм çуралать. Акă, майăн 28-29-мĕшĕсенче ачасен сывлăхне çирĕплетес, спорт çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ĕнентерес, çавăн пекех патриотизмла воспитани парас тĕллевпе Мишеркассинчи вăтам шкул çывăхĕнче вырнаçнă стадионта çамрăк армеецсен вăйисем иртрĕç. Районти пур шкул та çак ăмăртусенче хутшăнма кăмăл турĕ: «Зарница» ушкăна пурĕ 17 шкул хăйсен командисене тăратрĕ, унта 10-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç, «Орленокра» вара 8 команда,8-мĕшĕнче вĕренекенсем, тупăшрĕç. 240 çамрăк армеецпа вăйăсене йĕркелесе пыракансем палăртнă вырăна пĕр вăхăтрах пухăнчĕç. Стадиона çитсенех çамрăк армеецсем хăйсене валли меллĕрех вырăнсем тупса вырнаçрĕç, программăпа килĕшỹллĕн конкурссене хатĕрленме пуçларĕç. Часах взвод командирĕсем пĕр-пĕрне ăмăртусенче ăнăçу, чăтăмлăх сунса вăйăсене хутшăнма хатĕррине пĕлтерчĕç. Шел пулин те, Серенкассипе Мăн Этмен шкулĕнчи çамрăк армеецсем тĕрлĕ сăлтава пула «Орленокра» хутшăнма пултараймарĕç. Программа тăрăх çамрăк армеецсен тĕрлĕ йывăрлăхсем витĕр тухмалла пулчĕ. Кунта пултарулăхпа теорие пĕлни кăна мар, çарпа спорт ăмăртăвĕсене те чăтăмлăн пурнăçлама тиврĕ. Акă, тĕслĕхрен, теорипе пултарулăх енĕсене уçса парас тесе йĕркеленĕ конкурссенче лайăх кăтартусемпе Çĕн Атикассинчи тата Питĕркассинчи вăтам шкулти çамрăк армеецсем палăрчĕç. Спорт ăмăртăвĕсенче вара Атнарти, Тралькассинчи, Штанашри вăтам шкулсенчи тата Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем призлă вырăнсем çĕнсе илме пултарчĕç. Конкурссемпе ăмăртусем çỹллĕ шайра иртрĕç. Çамрăк армеецсене ытларах районти ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен спорт шкулĕ хатĕрленĕ «Çĕнтерỹ утăмĕсем» эстафета, çар комиссариачĕ ирттернĕ «Пĕччен уйра салтак мар» тата РОСТО йĕркеленĕ «Тĕл перекен» конкурссем кăмăла кайрĕç. Икĕ кун хушши тĕрлĕ конкурссенче пултарулăхпа палăрса, ăмăртусене чăтăмлă ирттерсе «Зарницара» та, «Орленокра» та малти вырăнсене Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнчи çамрăк армеецсем çĕнсе илчĕç. Вĕсене, çавăн пекех тĕрлĕ конкурссенче палăрнă ачасене Хисеп грамоти тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерỹçĕсен вара июнĕн 17-21 мĕшĕсенче Çĕрпỹ районĕнче республика шайĕнче иртекен 35-мĕш финаллă вăйăсене хутшăнмалла пулĕ. Вĕсене унта чипер кайса килме, малти вырăнсене çĕнсе илме ăнăçу сунар.


04 июня 2003
00:00
Поделиться