Министр кунĕ иртрĕ
Юлашки вăхăтра министерствăсен тытăмĕнчи специалистсемпе вĕсен ертỹçисем ял çыннисемпе тĕлпулусем ирттерсе ĕç пĕлтерĕшне ỹстерни куçкĕрет. Çак тĕллевпе ĕнтĕ майăн 20-мĕшĕнче пирĕн района министр кунне ирттерме Чăваш Республикин культурăпа национальнăç ĕçĕсен министрĕ Ольга Григорьевна Денисова тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекен специалистсенчен йĕркеленнĕ делегаципе килсе çитрĕ.
Килнĕ хăнасене район администраци пуçлăхĕ В.Г.Орлов хапăл туса кĕтсе илчĕ: ĕç кал-кал йĕркеленсе пытăр тесе район пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Унтан района килнĕ специалистсем ушкăнсем çине пайланса ялсенчи культура çурчĕсемпе библиотекăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе тĕрлĕ ялсене çул тытрĕç. Район администраци пуçлăхĕпе культура министрĕ малтанах районти халăх музейĕнче: унтан Атнарти культура çуртĕнче пулчĕç: унти ĕçсемпе кăсăкланчĕç: пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетмелли майсене тишкерчĕç.
Культура министерствин тытăмĕнчи аслă специалистсем палăртнă вырăнсенче пулнă хыççăн район администрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче пĕтĕмлетỹ тăвас тĕллевпе 14 сехетре тĕлпулчĕç. Кашни хăйне канăçсăрлатакан: çавăн пекех пурне те пырса тивекен ыйтусене: районта паянхи культура пурнăçĕн ĕç-хĕлĕпе унăн çитменлĕхĕсене хускатрĕç.
Чăваш Республикин наци библиотекин директорне Светлана Михайловна Старикована ытларах ялти библиотекасене информацилес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем тумалли пăшăрхантарать. Çавна май библиотека ĕçченĕсен паянхи кун кĕнеке парса лармалла кăна мар: компьютерпа тĕрлĕ енлĕ ĕçлеме те хăнăхмалла. Унсăр пуçне вĕсен хăйсем тĕллĕн укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те хăнăхмалла: кĕнеке фондне пуянлатас тĕлĕшпе проектсен программисене тата тĕрлĕ конкурссене хутшăнмалла. Çакăн пек ĕçлесен - уссине курма: çĕнĕ кĕнекесем туянма май пурри пирки палăртрĕ Светлана Михайловна.
Унтан республикăри наукăпа методика центрĕн ертỹçи Альберт Николаевич Сергеев сăмах илчĕ: районти культура çурчĕсен ĕçне тишкерчĕ.
- Культура çурчĕн тĕп тĕллевĕ - халăх пултарулăхне аталантарма: çынсен канăвне усăллă ирттерессине йĕркелесси: халăх йăли-йĕркине упраса: ăна малалла аталантарасси пулмалла. Клуб - культура вучахĕ тенĕ ăнлав темшĕн асра кăна тăрса юлчĕ. Хăш-пĕр ялсенче çав вучахсем сỹнсе ларма пуçланă: теприсенче пачах та сỹннĕ теме те пулать. Ку вăл культура çуртне кĕрсенех курăнать - чỹречесене фанерăпа е хăмапа çапса лартнă: урай хăмисем вырăнăн-вырăнăн путса анса ларнă: кăмаки ишĕлнĕ: пăрăхĕсем çурăлнă. Кунта клуб хуçисем пачах та ĕçлеменни курăнать. Клуб директорĕ алăк уçса-хупакан шутĕнче кăна-и; Ял культурине çĕклес тĕлĕшпе культура управленийĕпе ял администрацийĕсен пуçарулăх кăтартса вăй хумалла: культура çурчĕсене юсама майсем шырамалла. Музыка аппараттурипе костюмсем илес пулсан тĕрлĕ проектсем хатĕрлесе ĕçлемелле: - пулчĕç Альберт Николаевич сăмахĕсем.
Клубсенче кружоксем çителĕксĕр ĕçлени: ĕç планĕсене ятлăх кăна туни: клубсен вывескисене тĕрĕс мар çырни культура ĕçченĕсене чыс кỹменнине палăртса хăйĕн калаçăвне пуçларĕ Культура министрĕн çумĕ Михаил Краснов. Çавăн пекех вăл районти культура çурчĕн методика кабинечĕн ĕçне тĕпрен çĕнетсе улăштармалли: сценарисене чăвашла çырас ĕçе лайăхлатмалли пирки каларĕ. Çавăн пекех М.Краснов пĕр библиотекăра 15 çул каялла кăларса çакнă стендпа тĕлпулнине те асăрхамасăр хăвармарĕ.
Тухса калаçакансем татах та нумай пулчĕç: хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç.
Ĕçлĕ тĕлпулура культурăпа национальнăçсен ĕçĕсен министрĕ О.Г. Денисова культурăна упраса хăвармалли: ăна малалла аталантармалли республика программипе паллаштарчĕ: библиотекăсене хальхи шая çĕклес: модаллĕ библиотекăсене йĕркелесси çинчен каларĕ. 2003 çулта республикипе 33: пирĕн районта 2 библиотека уçмалла терĕ. Вĕсене компьютерсемпе: справкăсемпе правасен тытăмĕпе: çĕршывра кăларнă чи лайăх кĕнекесемпе тивĕçтермелле. Çавна май культура управленийĕпе ял администрацийĕсен çакăн пек библиотекăсем уçма тивĕçлĕ условисем туса памалли: юсав ĕçĕсене пурнăçламалли: тĕрлĕ оборудовани илме майсем туса памалли пирки те сăмах хускатрĕ министр. Унсăр пуçне Ольга Григорьевна культура çурчĕсен хăйсен укçа-тенкĕ ĕçлесе илме вĕренмелли çинчен - тỹлевлĕ мероприятисем ирттересси пирки те палăртса хăварчĕ.
Малалла район админитстрацийĕн пуçлăхĕ В.Г.Орлов сăмах илчĕ. Вăл культура ĕçне тытса тăма кирлĕ чухлĕ укçа уйăрнине: культура учрежденийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес енĕпе май килнĕ таран вăй хунине палăртрĕ. Юлашки çулсенче Туканаш ялĕнче çĕнĕ клуб хута яни çакна лайăх çирĕплетет.
Министрпа ытти специалистсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе: вĕсем панă сĕнỹсене пурнăçа кĕртме килĕшрĕ: палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнасса: çулталăк вĕçĕнче çакăн пек тĕлпулу тепĕр хут йĕркелессе шантарчĕ Валерий Гурьевич.