Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕç - пурнăç тыткăчи

Çыннăн ĕмĕрĕ пысăк та иксĕлми, ирĕклĕх, пуянлăх та тулăх пурнăç, ырлăх-сывлăх, тăнăçлăх... Çак çутă тĕллевсемпе хавхаланса пурăнать те вăл - малашлăха ăнтăлать. «Хура-шурă курман çын пурнăç тытма пĕлмест,» - теççĕ халăхра. Ĕлĕкренех çапла пулнă, халĕ те çавăн пекех. Чăваш çынни авалтанах сăпайлă, кăмăллă, тарават, çав вăхăтрах юман пек çирĕп пулнă. Çакă вăл йывăрлăхра çухалса кайма паман, инкек-синкеке çĕнтерме, кăткăс самантра килĕшỹлĕхпе тăнăçлăх тупма май панă. Çак шухăшсене çирĕплетсе Ирчкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Михаил Андреевич Жижайкин пирки чарăнса тăрар. Лăпкă мар вăхăтра, 1929 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнче, çуралнăскерĕн пылакне те, йỹççине те сахал мар курма тивнĕ. Колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра ашшĕн, районти яваплă ĕçре тăрăшнă пирки, çемье çине тимлĕх уйăрма та вăхăт çитеймен, çавăнпа та пулĕ ытларах килти ĕçсем мăшăрĕпе ачисем çине тиеннĕ. Çемьере асли - Михаил. Апла пулсан, паллах, ĕçĕ те ăна йывăртарах та яваплăраххи çакланнă.Ку ачана ĕçе хăнăхма, çирĕп утăмпа пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă кăна. Шкул вăхăчĕ çитсен М.Жижайкин Пантьăк шкулне çичĕ çул хушши йĕпе-сапана, шартлама сивве е шăрăх çанталăка пăхмасăрах ăс пухма çỹренĕ. Вăтам пĕлỹ илме вара унăн Чутай шкулне çỹреме тивнĕ (вăл вăхăтри вĕренỹшĕн 100 тенкĕ укçа тỹлемелле пулнă). Шел, çемье пысăк пулнă пирки çамрăкăн малалла вĕренме май килмен. Михаил колхоза çырăннă, лашапа ĕçлеме тытăннă, сухине те , акине те тунă, уттине те, вуттине те турттарнă. 1948-1950 çулсенче М.Жижайкин тракторпа çỹреме ирĕк илнĕ хыççăн МТС-ра ĕçлеме пуçланă. Унтан, хăйĕн ирĕкĕпе, 1950 çулхи октябрь уйăхĕнче каччă Çар ретне тăнă. Малтанах салтак пурнăçĕ ăна Хабаровск хулине, унтан Камчаткăна илсе çитернĕ. 5 çул хушши службăра тăнă вăхăтра пĕр уйăх хушши Китайра та пулма тỹр килнĕ унăн. Тĕллевĕ вара - эскадра миноносецне леçесси. Чутай каччи хăйне шанса панă ĕçе тỹрремĕн те яваплă пурнăçланăшăн «Советско-Китайская дружба» медале те тивĕçнĕ. 1955 çулхи ноябрь уйăхĕнче, М.Жижайкин Тăван çĕршыв умĕнче хăйĕн парăмне татнă хыççăн тăван яла таврăннă. Унтан вăл пĕр шутламасăрах каллех колхоз ĕçĕсене пикеннĕ. 1958 çулта ăна ĕçри ỹсĕмĕсене кура «Заветы Ленина» колхоз председателĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Анчах та икĕ çул иртсен çак колхоз «Искра» хуçалăхпа пĕрлешсен, Михаил Андреевич вара çак ĕçре ĕçлеме пăрахнă. 1960-1961 çулсенче хăйĕн хуçалăхне çавăрнă. 1961 çулта Ирчкасси каччи пĕлĕве анлăлатас шухăшпа Кăрмăша механизаторсен шкулне вĕренме кайнă. ăна ăнăçлă вĕренсе тухсан вăл нумай çул хушши механизаторта ĕçленĕ. Ĕç-чен алă ĕç тупать теççĕ. ОКЦ-15 тунă чухне Михаил Андреевич цех маçтăрĕ пулса та тăрăшнă, шурă çăнăх тумалли арман йĕркелесе ярсан арманçă пулса та 14 çул хушши ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та хăйĕн тивĕçĕсене вăл тăватă çул хушши пурнăçланă. Ĕçри ỹсĕмсене кура М.Жижайкин сахал мар медальсемпе Хисеп грамотисем, парнесем илме, халăх умĕнче ырă ята тивĕçнĕ. Паянхи кун Михаил Андреевич хăйĕн мăшăрĕпе, Ольга Михайловнапа пурăнать. 1957 çулта вĕсем çемье çавăрса 5 ача çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Халĕ ĕнтĕ ачисем кашниех çемьеллĕ. Апла пулин те вĕсем хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшне манмаççĕ, килсех çỹреççĕ, май пур таран пулăшса пыраççĕ. Михаил Андреевич - ĕç ветеранĕ. Çак ята вăл ĕçченлĕхпе, тăрăшулăха кура илме тивĕçнĕ. Çавăнпа та пирĕн, çамрăксен, ĕçчен те хастар çынсене хисеплеме, вĕсенчен тĕслĕх илме тăрăшасчĕ.


21 мая 2003
00:00
Поделиться