Ял илемĕ ăçта?
Питĕркасси - районти пысăк ялсенчен пĕри. Унăн урамĕсем вăрăм, инçете тăсăлаççĕ. Ял çыннисем, паянхи йывăр пурнăçа пăхмасăр, илемлĕ те хăтлă çурт-йĕр çавăрма тăрăшни сисĕнет. Унта та кунта çĕкленет хуралтă, кил хуçисем пĕрчĕн-пĕрчĕн пурлăх пухаççĕ, ачи-пăчи валли йăва çавăраççĕ. Кил ăшшинчен пахи вара пурнăçра мĕн пур-ши?
Сăмах май, Питĕркассин тĕп урамĕ асфальт сарса хытарнăскер. Анчах анатарах пурăнакансем пăшăрханмасăр тỹсеймеççĕ: “Асфальчĕ çук кунталла. Урам хушши лупашкаланса кайрĕ-çке. Унта техникăпа çỹреме кансĕр”.
Тĕрĕссипе каласан, халĕ те хăшпĕр çĕрте ялсене, урамсене таса тытассишĕн кирлĕ пек тăрăшмаççĕ-ха. Çак ĕçе çуркуннех, шыв-шур типсенех, пуçăнмалла. Лакăмсене тикĕслетмелле, юр айĕнчен тухнă ăптăр-каптăра пуçтармалла. Сăмахран, урамсене якатса тухни япăх-и?
Çак ыйтăва çĕкленĕ те çак кунсенче Питĕркассинчи Лехкасси урамĕнче пурăнакансем. В.М.Ермолаев староста пĕлтернĕ тăрăх, ял администраци пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев коммуналлă хуçалăхран çул якатма трактор ыйтма шантарнă. Паллах, кунта çунтармалли-сĕрмелли материал çукки чăрмав пулĕ. Анчах урама тикĕслеме трактор топливо нумай та тăкакламасть. Ял çыннисем ку енĕпе укçа-тенкĕ пухса пама калаçса татăлнă. Вĕсем кĕреçе-наçилкка тытса ĕçе явăçма та хирĕç мар.
Çакна та каламалла. Йĕпе-сапа çанталăкра урамсене трактор-машинăпа çăрса тухни нумайăшне тарăхтарать. Механизаторĕ-водителĕ хăйне шанса панă техникăпах киле килет. Симĕс çереме те, çул-йĕре те пăсать. Урам тени унăн мар вĕт, вăл ял администраци пуçлăхĕн пуçне кăна ыраттарма тивĕç. Тĕслĕхĕ юнашарах. Хальхи вăхăтра Кỹпеш ялне пушар машини те, “Васкавлă пулăшу” та кĕреймест.
Кашни ялтах старостăсем, урам активисчĕсем пур. Вĕсен тивĕçĕсем чылай. Анчах та старостăсем, ял çыннисем те обществăлла пурнăçа активлă хутшăнмаççĕ, пухусене тухмаççĕ. Лехкасси урамĕнчи çынсем ун пек мар вара. Унта 44 кил пулсан, 9-шĕнче никам та пурăнмасть. Çапах та пуху тесенех 30 çынран кая мар тухать. Паллах, пуçаруçăран нумай килет. Вăл пултаруллă пулсан урамсене тирпей-илем кĕртме çынсене явăçтаратех. Сăмах май, ял çыннисен вырăнти влаçсемпе сỹтсе явмалли ыйтусем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - газификаци ыйтăвĕ. Питĕркасси ялĕнче газ кĕртмен икĕ пĕчĕк урам пур. Кăçал тем тесен те çак ыйтăва татса памалла теççĕ. Калас пулать, ял çыннисем ку ĕçре те пулăшма хатĕр. “Тимĕр юпасем лартмалла-и, пăрăхсене хума пулăшмалла-и - хаваспах”, - теççĕ вĕсем.
Халăхпа кар тăрса ĕçленине мĕн çиттĕр. Тĕрĕс мар-и çак сăмахсем?