30 çул - юратнă ĕçре
Иртеççĕ кунсем, иртеççĕ çулсем... Анчах вăхăта тытса чараймастпăр, вăл шав малалла шăвать те шăвать. Туртăнан пит-куçа пăхса хурланатпăр пулин те, иртнине асаилсе йăпанатпăр, тепĕр чух йĕретпĕр те. Пирĕнтен кашниех Турă панă пурнăçа тивĕçлĕ утса тухасчĕ, ватлăхра пĕччен çеç тăрса юлас марччĕ, ачасем валли ырă ят хăварасчĕ тесе шухăшлать.
Кив Атикассинче пурăнакан Ольга Фадеевна Яковлева та çаплах шутлать. Вăл (унăн хĕр чухнехи хушамачĕ Никифорова) хаваслă ачалăхпа çамрăклăха Туканаш ялĕнче ирттернĕ. Çемьере 7 ача пулнă: 3 ывăл та 4 хĕр. Ольга - иккĕмĕшĕ. Ваттисем ĕлĕкех çапла каланă: “Йышлă çемьере ỹснĕ ача ĕçчен пулса çитĕнет”. Ольга Фадеевна пирки те çавнах каламалла. Вĕсен ашшĕпе амăшĕ ялти ятлă, ĕçчен çысем пулнă.Ашшĕ сутуçă та, кладовщик та, бригадир та пулса ĕçленĕ, амăшĕ, ытти хĕрарăмсем пекех колхоз ĕçне хутшăннă, 7 ачана ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшнă. Иртнĕ вăхăта куç умне тепĕр хут кăларса çапларах каласа пачĕ вăл.
- Атипе апи пире ĕçчен те сăпайлă пулма вĕрентнĕ. 7 класлă пĕлỹ илнĕ хыççăн укçа-тенкĕ çителĕксĕр пулнипе малалла вĕренме тỹр килмерĕ, ялти сысна фермине ĕçе вырнаçрăм. Анчах вĕренес туйăм пурпĕрех çут çăлтăр евĕр çиçсех тăчĕ. Унтан район центрĕнче осеменаторсене хатĕрлекен вĕрентỹ курсĕ уçăлчĕ. Унта пĕлỹ илнĕ хыççăн тăван ялтах çак специальноçпа ĕçлеме пуçларăм.
Ялти пурнăç çăмăл мар, çамрăк хĕршĕн пушшех те. Тус-тантăшсем хулана ĕçе вырнаçма кайнă чух унта та çитсе курас килет-çке. Кайăк чĕпписем те ỹссе çитсен йăваран уйрăлса каяççĕ. Ольган аппăшĕ те Мускав хулинче ĕçлесе пурăннă май, хĕрĕн те чунĕ унталла туртăннă. Аппăшĕ вара килĕшнĕ . Анчах çуралнă яла, тăван кĕтесе темĕнле хытă чунлă çын та манаймасть тата унран та хакли тăван атте-аннене асра тытса пурăнни те хĕр чĕрине вĕчĕрхентернĕ. Вăл ашшĕ килне килсех çỹренĕ. Хĕр тени вăл юратмасăр пурăнмасть. Турă çырни хапха умнех килет тенĕ пек 1963 çулта Ольга Фадеевна Кив Атикасси каччипе тĕлпулса пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Малтанласа “Марксист” колхозра стройка ĕçĕсене хутшăнать вăл, каярахпа 1966 çултанпа осеменатор пулса тăрăшать.
- Вăл вăхăтра хальхипе танлаштарсан, осеменатор пулса ĕçлеме çăмăл килмерĕ. Çул-йĕр япăх, хальхи пек шоссе çулĕ çук, ытларах çуран çỹреттĕмĕр, ĕнесене пĕтĕлентермеллех, палăртнă тĕллевсене пурнăçламаллах. Çапла вара кашни виçĕ кунта пĕрре ĕнесене пĕтĕлентермелли вăрлăх илме çỹреттĕмĕр. Вырăсушкăньче осеменатор пункчĕ те кивĕччĕ, ăна манăнах хутса ăшăтмаллаччĕ. Вăл вăхăтра колхозра ĕнесем хальхинчен чылай нумайччĕ, ĕçлесе ĕлкĕрме çăмăл марччĕ. Йывăр тесе пуç усман, ума лартнă тĕллевсене пурнăçласа пырса, пăру илессипе те малти вырăнсене йышăнса. “Марксист” хуçалăхра нумай çул тăрăшнă май чылай председательсемпе ĕçлесе курма тỹр килчĕ. Анчах Иван Никифорович Никифоров пек хуçалăха çирĕп тытакан ертỹçĕ пулман. Вăл ертсе пынипех колхоз пысăк çитĕнỹсем туса пычĕ. Ĕне ферминчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн, тырпул тухăçĕшĕн чунне парсах ĕçлерĕ, ĕççыннисем çинчен манмарĕ. Çавăнпа ун пек ертỹçĕпе ĕçлеме те кăмăллăччĕ. Хуçалăхра тăрăшса ĕçленĕ дояркăсене, çав шутрах мана та темиçе хутчен те пăру парса хавхалантарчĕ, Хисеп грамотисем те чылай илсе.
Пĕр хăнăхнă ĕçре пиçĕхнĕ çынсем районта сахал мар. Ольга Фадеевна та осеменатор пулса 30 çула яхăн ĕçленĕ. Юратнă ĕçре канăçлăх тупса ир те каç фермăна çул тытнă вăл. Мăнăн ĕç мар-ха ку тесе аякка пăрăнман, дояркăсемпе тан (уйрăмах хĕллехи вăхăтра) утă кĕртнĕ тата ытти ĕçсене те хутшăннă. Çавăнпа ăна коллективра та хисепленĕ. Хăй те çав вăхăтра ĕçленĕ ферма ĕçченĕсене ырăпа асаилет. Ара, килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр. Çавăнтан пуçланать те вăл ỹсĕм çăлкуçĕ.
Ĕçре палăрнăшăн ăна икĕ хутчен Мускав хулине курса çỹреме янă, çав вăхăтрах пĕлĕвне те ỹстернĕ.
Кăштах Ольга Яковлеван çемйи çинче те чарăнса тăрас килет. Мăшăрĕпе, Анатолий Ефремовичпа, 4 ача пăхса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурте çемьеллĕ. Икĕ хĕрĕ, Людмилапа Лиза медицина пĕлĕвне алла илнĕ. Пĕри Шупашкарта, тепри Чулхулара тĕпленнĕ. Кĕçĕннисем йĕкĕрешсем, Володьăпа Славик, ашшĕ çулĕпе кайнă. Тăватă ачи те çĕршыва юрăхлă çынсем пулнишĕн тивĕçлипех мухтанать амăшĕ. Çакăнтан пахи мĕн пултăр. Амăшĕпе ашшĕне те хисеплеççĕ ачисем, тăван киле килсех çỹреççĕ. Паян Ольга Фадеевна 5 мăнукĕпе савăнать, вĕсем-çке çĕнĕ пурнăç калчисем.
О.Яковлева тивĕçлĕ канура пулсан та ĕçсĕр лармасть, выльăх-чĕрлĕхпе тăрмашать, ачисене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшать. Вăр-вар кĕлеткеллĕскер нихçан та ỹркенсе тăмасть, çынна та усал сунмасть. Çакă унăн калаçăвĕнче те уççăнах палăрчĕ. Турри сывлăх патăрччĕ çеç ăна.