Чувашский текст
Чаплăлан, тăван тавралăх
П. Федоров кĕвви, П.Ялгир сăвви
Ешĕрет Чутай таврашĕ,
Каш кашлать уй-хир, вăрман.
Пархатарлă ун малашĕ
Хамăр паттăр пулнăран.
Хушса юрламалли:
Ыр сунать пире Сăр шывĕ.
Чутай, ÿс те маттурлан.
Чаплăлан, Чăваш çĕршывĕ,
Кунран-кун эс çунатлан.
Пĕр чĕлхе эпир тупатпăр
Тĕрлĕ халăх çыннипе.
Туслăх çулĕ такăрлатпăр
Вырăспа та ирçепе.
Хушса юрламалли.
Харсăр халăх тенĕ мар-и
Авалтан чутайсене.
Халь тата хастар пулар-и
Çĕклеме район чапне!
Хушса юрламалли.