Поздравление руководства района c Днем матери
Хаклă аннемĕрсем!
Сире чи илемлĕ те чыслă уявсенчен пĕри - Аннесен кунĕ ячĕпе çĕр çинчи чи ырă, ăшă, çепĕç сăмахсемпе саламлатпăр!
Çуралса тĕрекленнĕ ачан пĕрремĕш сăмахĕ те - анне. Çак асамлă сăмахра чун-чĕре ăшши, пурнăç кунçулĕ. Анне - тĕнчере пĕрре, вăл хăйĕн мĕн пур пурнăçне ачисемшĕн пурăнать. Мĕн авалтан анне сăнарĕ халăх ăслăлăхĕпе, юрату, килĕшÿ, ырăлăх паллисемпе çыхăнса тăрать. Амăшĕн юратăвĕ ача чунне ялан ăшă туйăм парса тăрать.
Хаклă аннемĕрсем, хăвăрăн пархатарлă тивĕçе чуна парса пурнăçланăшăн ирĕк парсамăр сире Уяв ячĕпе саламлама. Сăн-питĕрте яланах хĕвел шевли вылятăр, чунăрта савăк кăмăл хуçалантăр. Уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хĕвел пек ырă кăмăл, чăваш юманĕ пек çирĕп сывлăх, тапса тăракан çăлкуç пек иксĕлми телей сунатпăр.
Район пуçлăхě В.П. Ярайкин
Район администрацийěн пуçлăхě И.Н. Михопаров