Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района c Днем чувашской вышивки

Поздравление руководства района c Днем чувашской вышивки

Хисеплӗ ентешсем, хӗрлӗчутайсем!

Сире Чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чăваш Республикинче Чӑваш тӗррин кунне уявлаççӗ. Ку çӗнӗ уяв пулин те çынсем унпа питӗ кăсăкланни сисӗнет. Тӗрӗре чăвашăн чунӗ, халӑхӑн чӑн-чӑн пуянлӑхӗ. Тӗрӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн шалта пытаннӑ кӑмӑлне, тӗнче курӑмне уҫса парать. Вӑл – пирӗн нацин хӑйне евӗр сӗмӗ, унӑн ӑс-хакӑл пуянлӑхне, талантне, ӗҫченлӗхне сӑнарлакан мул. Наци тӗрри-эрешӗ чӑвашсен историне, тӗнчекурӑмне, йӑли-йӗркине туллин сӑнарлать. Тӗрлӗ ҫӗвӗпе илемлетнӗ кашни япала кӑмӑла ҫӗклет, чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратать. 

Хаклă туссем! Çак чаплӑ уяв ячӗпе сире пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр! Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, юрату, телей тата ырлӑх, кашни киле ӑшӑ туйӑм, хӑтлӑх, çителĕклĕх, тӑван халӑхӑмӑра аталану та ҫěнě малашлӑх сунатпӑр! 

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



25 ноября 2022
16:58
Поделиться