Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Республики

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Республики

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Ку уяв тĕрлĕ ӳсĕмлĕ, тĕрлĕ нациллĕ ҫынсене, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсене, тĕрлĕ политика шухăшĕллисене тата тăван республикăна аталантарассишĕн тăрăшакансене пĕрлештерет.

Пирӗн ҫӗршывӑмӑр хӑйӗн авалхи кун-ҫулӗпе тата пуян йӑли-йӗркипе паллӑ. Чӑваш Ен – уҫӑ та тарават регион! Вӑл кунта нумай ӗмӗр туслӑн та килӗштерсе пурӑнакан, тӗрлӗ тӗне ӗненекен тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан йышлӑ халӑх ҫыннишӗн тӑван кил шутланать.

Эпир хамăр республикăпа, унăн мухтавлă историйĕпе тата хальхи ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫланатпăр. Тăван республика аталанăвне тӳпе хывнă пур ҫынна та тав тăватпăр. Ĕҫченлĕх, хамăр вăя ĕненни пире вăй кӳреҫҫĕ, хăюллă ĕмĕт-тĕллеве пурнăҫа кĕртме пулăшаҫҫĕ, малашлăха хăюллăн пăхма хавхалантараҫҫĕ.

Эпир сирӗнпе ҫакна уҫӑмлӑн пӗлсе тӑратпӑр – Чӑваш Ен – пурӑнма чи лайӑх вырӑн!

Хамӑрӑн тӑван республикӑна чечекленӳпе аталану тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳ­сем, унӑн пӗтӗм ҫыннине вара ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, мӗнпур лайӑххине тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн малашнехи ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



24 июня 2022
08:00
Поделиться