Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем России

Поздравление руководства района с Днем России

Хисеплě ентешсем!

Сире чун-чěререн Раççей кунěпе саламлатпăр!

Эпир мăнаçлă историллĕ тата пуян культурăллă, тĕрлĕ наци тата тĕн çыннисене патриотизм тата Тăван çĕршыва юратни пĕрлештерсе тăракан патшалăхра пурăннипе мăнаçланатпăр.

Раççей пуласлăхĕ эпир Тăван çĕршыва юратнинчен, унăн шăпишĕн яваплăха туйнинчен, пĕр шухăшлă тата çирĕп тĕллевлĕ пулнинчен килет. Эпир пĕрле çеç, вăйсене пĕрлештерсе, кирек мĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме, хамăр умра тăракан тĕллевсене татса пама, кашнин пурнăçне ырă еннелле улăштарма пултаратпăр.

Хĕрлĕ Чутайра пурӑнакансене ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ха­мӑ­рӑн пӗрлехи килӗмӗрте – Раҫҫей Федерацийӗнче килӗшӳлӗх тата ҫи­рӗп­лӗх сунатпӑр.

Раççее тата тăван района юратни пире малашне те вăй парса тăтăр. Уяв ячĕпе, хаклă туссем, Раççей кунĕпе!

Глава Красночетайского района В.П. Ярайкин

Глава администрации района И.Н. Михопаров



12 июня 2022
08:00
Поделиться