Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Победы

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Победы

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 77 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатпӑр!

Ҫак уяв пирӗн халӑхӑн виҫесӗр паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхне, пысӑк хӑюлӑхӗпе ҫирӗп чун хавалне тата вӑл Тӑван ҫӗршыва хӗрӳллӗн юратнине витӗмлӗн сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать!

Ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӗве пирӗн халӑх калама ҫук пысӑк йывӑрлӑхсене парӑнтарса, миллионшар ҫынна яланлӑхах ҫухатса, таврӑнми йывӑр та хурлӑхлӑ ҫухатусем тӳссе ҫӗнсе илнӗ. Ветерансен чӗрисенче ҫав ылханлӑ ҫулсем кӳрсе хӑварнӑ сурансем нихӑҫан та тӳрленеймӗҫ, вӗри куҫҫуль йӳҫекӗ тата чӑтса ирттернӗ асап-нуша та манӑҫаймӗҫ.

Шел пулин те, ҫӗнтерӳллӗ ҫуркуннене пирӗнпе пӗрле кӗтсе илекен ветерансен йышӗ ҫулсерен сахалланса пырать. Пирӗн паянхи тивӗҫ – вӗсен ятне ӗмӗр-ӗмӗр асӑнса пурӑнмалла тӑвасси тата совет ҫыннисен паттӑрлӑхӗпе хастарлӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха тивӗҫлӗн сыхласа упрасси.

Майӑн 9-мӗшӗнчи уяв кунӗнче эпир вӑрҫӑра пуҫ хунисене чысласа лартнӑ палӑксемпе мемориалсем умне чун-чӗремӗрсем хушнипе пырса пуҫ таятпӑр, Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑм умне чечексем хуратпӑр, Вилӗмсӗр полк ретне тӑратпӑр.

Ветерансене ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас, ҫамрӑксен чунӗнче хамӑрӑн ҫӗршывпа мӑнаҫланас туйӑма ҫирӗплетес тата унӑн шӑпишӗн яваплӑ пулнине ӑша хывма пулӑшас тӗлӗшпе тӑвакан пархатарлӑ ӗҫшӗн чӗререн тав тӑватпӑр. Пирӗн ҫамрӑксем ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне тивӗҫлӗ пулса ҫитӗнесси, вӗсемшӗн вӑрҫӑ геройӗсен паттӑрла ӗҫсем яланах хӑюлӑхпа тӳсӗмлӗх, Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса тӑнин тӗслӗхӗ пуласси пирки пӗрре те иккӗленместпӗр.

Чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей тата тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатпӑр!

Глава Красночетайского района В.П. Ярайкин

 

Глава администрации Красночетайского района И.Н. Михопаров