Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Красночетайского района Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством!

Поздравление главы администрации Красночетайского района Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством!

Хисеплӗ ентешсем, хӗрлӗчутайсем!

Сире тата çывăх çыннăрсене çывхарса килекен Çӗнӗ çул тата Раштав уявӗ ячӗпе саламлатпăр!

Килекен çулталăк сирӗншӗн ăнăçлă та тухăçлă, çӗнӗ майсемпе çитӗнӱсен çулӗ пултăр, çутă пулăмсемпе тата ырă ӗçсемпе палăрса юлтăр.

2021 çул асра юлӗ. Кăçал сахал мар ӗç пурнăçларăмăр: искусствăлла сийлӗ футбол уйӗ хута кайрӗ, çулсем юсарăмăр, шкулсемпе культура çурчӗсене çӗнетрӗмӗр, ачасен искусство шкулӗн умне хăтлăлатрăмăр, виçӗ хутлă, 33 хваттерлӗ çӗнӗ çурт çӗкленчӗ, Хӗрлӗ Чутай салин Огнеборцев урамӗнче ачасем валли вылямалли тата спортпа туслашмалли площадка турăмăр, пӗчӗкэтменсем патне таса шыв çитрӗ тата ытти ырă ӗçсене пурнăçларăмăр. Унсăр пуçне ял тăрăхӗсем ял халăхӗпе тачă çыхăнса урамсене шыв кӗртес, çул сарас, çитӗнекен ăру валли тӗрлӗ спорт оборудованийӗсене туянса вырнаçтарас тӗлӗшпе сахал мар вăй хучӗç. Ěç кăтартăвӗсем – куç умӗнче!

 Çӗнӗ çул çӗнӗ пурнăçăн алăкне уçтăр. Унта ырă хыпарсемпе асра юлмалли самантсем, ырă улшăнусем, ăнăçлă пуçарусем, çирӗп малашлăх малта тăччăр.

Çывхарса килекен уяв çӗнӗ проектсемпе, шанчăклă ӗçтешсемпе, пӗр-пӗрне пулăшма пултарнипе савăнтартăр.

Хаклă ентешсем!

Çӗнӗ çулта сирӗн пысăк малашлăх уçăлтăр, ӗмӗтсем тата палăртса хунă тӗллевсем тӱрре тухчăр. Сире çирӗп сывлăх, чун ăшши, пархатарлă ӗçсенче ăнăçу, телей тата юрату сунатпăр!

 

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



30 декабря 2021
13:58
Поделиться
;