Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с 200-летним юбилеем МАОУ «Красночетайская СОШ»

Поздравление руководства района с 200-летним юбилеем МАОУ «Красночетайская СОШ»

Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул ӗçченӗсем тата педагогика ӗçӗн ветеранӗсем, вӗренекенсемпе кунта вӗренсе тухнисем!

Сире шкулӑн 200 ҫулхи юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпӑр!

Вӗренӳ учрежденийӗ 200 ҫул хушшинче савӑнӑҫ, хӗн-хур тата тӗрлӗ улшӑнусем тӳссе ирттернӗ. Паянхи куна Хӗрлӗ Чутай шкулӗ раҫҫей вӗренӗвӗн чи лайӑх йӑли-йӗркисене пулӑшса, аталантарса, вӗрентӳ тытӑмне ҫӗнетсе пырать. Пӗлӱ тата воспитани ыйтӑвӗ, ачана ӗҫе юратма хӑ­нӑх­тарасси, ӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ, яваплӑха туякан тата саккуна пӑ­хӑнакан ҫын туса ӳстересси тӗп вырӑнта тӑраҫҫӗ.

Кашни ҫулах шкул ҫӗнӗ вӗренекенсене хаваспах кӗтсе илет те шкултан вӗренсе тухакансене салхуллӑн ӑсатать. Ҫулран ҫулах шкул педагогӗсем хӑйсен пӗлӗвӗпе опытне ачасене параҫҫӗ, ӗçе тӳрӗ кӑмӑлпа тата чунтан хавхаланса пурнӑҫлакан тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Асăннă шкул хальхи вӗренӳ ыйтӑвӗсемпе килӗшӳллӗн улшӑнса пырать. Вӗренӳ учрежденийӗнче ятарлӑ атмосфера йӗркеленӗ, унта кашни ача талантсем аталантарма тата хӑйсен пултарулӑхӗсемпе усӑ курма пултарать.

Хӗрлӗ Чутай шкулне - шкулӑн пуян историйӗпе тата унӑн пуласлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мӗнпур ҫынна - ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ҫӗнтерӳсем, ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑх тата аталану сунатпӑр!

                                                        Район пуçлăхě                                                    В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



17 декабря 2021
08:03
Поделиться
;