Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем Конституции Российской Федерации

Поздравление руководства района с Днем Конституции Российской Федерации

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 Сире Конституци кунĕпе - Раççейре пурăнакансемшĕн чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕринпе - саламлатпăр!

1993 ҫулхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелесе ирттернӗ пӗтӗм халӑх референдумӗнче патшалӑхпа общество тытӑмне палӑртакан, этем тата гражданин прависемпе ирӗклӗхӗсене ҫирӗплетекен Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп саккунне йышӑнса хӑварнӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа демократиллӗ право патшалӑхӗ туса хурас ҫул ҫине тӑнӑ ҫӗнӗ Раҫҫей вӑй илсе малалла аталанса пырать.

Çĕр-шывăн Тĕп Саккунне пăхăнса çын хăйĕн прависене туллин пĕлет, çав вăхăтрах хăйĕн тивĕçĕсене - Тăван çĕр-шыва хӳтĕлесси, çут çанталăк пурлăхне упрасси, аслă ăрăва хисеплесси, ачасемшĕн тăрăшасси, çĕр-шыв пуянлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлесси - асра тытмалла.

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем, сире çирĕп сывлăх, килте татулăх, тулли телей тата ыранхи куна шанăçпа кĕтсе илме сунатпăр.

  

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

 Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров

 



12 декабря 2021
08:00
Поделиться
;