Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем матери

Поздравление руководства района с Днем матери

Юратнӑ хӗрарӑмсем, хаклӑ аннесем тата асаннесемпе кукамайсем!

Сире Анне кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр!

Ҫак чуна хумхантаракан уяв ҫепӗҫлӗхпе тата ӑшӑ туйӑмлӑхпа палӑр­са тӑрать. Пирӗнтен кашниех аннен нимрен хаклӑ та ҫутӑ сӑнарне мӗн пӗчӗк­рен хӑйӗн чӗринче упрать, анне пире яланах ӑнланать, каҫарать, ачашлать, шеллет тата ниме пӑхмасӑр пӗтӗм чунтан юратать.

Анне – кашниншӗнех пурнӑҫра чи ҫывӑх ҫын. Ача амӑшӗ пуласси – хӗрарӑмӑн ҫутӑран та ҫутӑ ӗмӗчӗ-тӗллевӗ тата унпа пӗрлех ҫакӑ питӗ пысӑк яваплӑх та.

Ҫемье йӑли-йӗркине типтерлӗн сыхласа упракан хаклӑран та хаклӑ ҫыннӑмӑрсем, сире амӑшӗн ырми-канми те канӑҫсӑр ӗҫӗшӗн, чӑтӑмлӑхӑрпа иксӗлми вӑй-халӑршӑн тата ҫирӗп ӑсӑршӑн пысӑкран та пысӑк тав!

Юратнӑ аннесем! Пире пурнӑҫ тата вӗҫсӗр-хӗрсӗр юрату парне­ле­нӗшӗн эпир сирӗн умӑрта тӳлесе татайми парӑмра. Витӗмлӗ пулӑшӑ­вӑр­шӑн, ачаш та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пире ӑнланнӑшӑн тата пысӑк ӑс­лӑ пул­нӑ­шӑн сире чун-чӗререн тайма пуҫ. Сирӗн килӗрте яланах ки­лӗшӳпе тӑ­нӑҫлӑх хуҫа­ланччӑр! Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата йӑл кулӑпа савӑнӑҫ пиллекен самантсемпе май пур таран ытларах килленме су­на­тпӑр!

 

         Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

             Район администрацийěн пуçлăхě                        И.Н. Михопаров

 



27 ноября 2021
08:00
Поделиться