Яваплăхпа палăрнă учитель
Туканаш ялĕнче пурăнакан Михаил Леонтьевич Белова Атнар тăрăхĕнче пурте лайăх пĕлеççĕ. Вăл ĕç ветеранĕ, хăй вăхăтĕнче Атнарти вăтам шкулта физкультура урокĕсене ертсе пынă тата пуçламăш çар ĕçне хăнăхтарнă. Пултаруллă учитель ертсе пынипе 35 çул хушшинче ачасем тĕрлĕ шайри ăмăртусене тăтăшах хутшăнса малти вырăнсене йышăннă.
Михаил Белов 1947 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Туканаш ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралса ỹснĕ. Ачалăх кунĕсем çăмăл пулман, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле нимĕнле ĕçрен те юлман, пур ĕçе те алла илме тăрăшнă. Малтан ялти пуçламăш, кайран Атнарти вăтам шкулсенче пĕлỹ илнĕ. 1965 çулта çамрăк каччă комсомол путевкипе Красноярск хулинчи гидроэлектростанци тунă çĕрте строительство ĕçĕсене хутшăннă. Кунта пушă вăхăтра вăл кунсерен тĕрлĕ спорт секцийĕсене çỹренĕ, тантăшĕсемпе пĕрле ăмăртусене хастар хутшăннă. Кĕлеткипе кĕрнеклĕ, çирĕп хул-çурăмлăскер уйрăмах гимнастика, çăмăл атлетика енĕпе, батут çинче сикессипе палăрмаллах ỹсĕмсем тунă. Турник, брус çинче ирĕклĕ хăнăхтарусем тăвассипе пĕрремĕш спорт разрячĕсене пурнăçланă, паллă спортсмен пулма ĕмĕтленнĕ. Ăсталăха аталантарнипе пĕрлех гимнастикăн спорт судйин документне алла илнĕ.
Çутă ĕмĕтне пурнăçлас тата ăсталăхпа пĕлĕвне ỹстерес тĕллевпе вăл 1969 çулта тăван тăрăха таврăнса И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕренме кăмăл тунă. Анчах та кунта питĕ пысăк конкурс пулнă май (пĕр вырăна 15 çын) вăл вĕренме кĕреймен. Çавăн хыççăн çирĕп чунлă каччă ятарлă пĕлỹ илме институт çумĕнчи учительсем хатĕрлекен пĕр çулталăкри курсра вĕренме тытăннă. Сăмах май, эпир Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчен кунта çичĕ çамрăк каччă вĕренме пуçланă. Алла свидетельство илнĕ хыççăн Михаил Леонтьевич направленипе ĕçлеме кайнă. Хăйĕн ĕç кĕнекине вăл Йĕпреç районĕнчи шкулта пуçланă.
Эпир вара, çамрăк специалистсем - В.Е.Харитонов, Ю.Я.Сидоров Хусанушкăнчи, Н.А.Иванов Мăн Этменти, В.М.Чеблуков, Н.Н. Сендряков Хăмарккари сакăр çул вĕренмелли шкул-сенче - ачасене вĕрентрĕмĕр. Михаил Леонтьевич çар тивĕçне старшина званийĕпе пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнсан малтан Пантьăкри сакăр çул вĕренмелли, тепĕр икĕ çултан Атнарти вăтам шкулта ĕçлеме тытăннă.
Атнарсем яланах спортпа туслă пулнă. Вĕсем "Орленок", "Зарница" çар вăййисемпе туслăччĕ. Çавăнпа та хăй ача чухне вĕреннĕ шкултан спортсменсемпе çар çыннисем нумай тухнă. Ачасене çарпа патриотизмла воспитани парса ỹстерес çĕрте шкул директорĕн, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн Михаил Алексеевич Хураськинăн тỹпи пысăк пулнине асăнмалла. Вăл шкулăн çĕнĕ çуртне тунă чухне ачасене пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани пама пур условисем те пулччăр тесе тăрăшнă. Шкулта спорт вăййисем йĕркелемелли зал тата пăшалтан пемелли ятарлă тир пулнă май, кунта тăтăшах районти ăмăртусем иртнĕ. Атнарсем хăйсем те винтовкăран перессипе яланах чи пултаруллисем пулнă.
Çитĕнекен ăрăва пуçламăш çар ĕçне вĕрентнĕ çĕрте Михаил Леонтьевич Беловăн яваплăх туйăмĕ пысăк пулнă. Вăл ертсе пынипе иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче шкулти çамрăк туристсен командисем республикăри ăмăртусенче те малти вырăна тухнă. Çавăн пекех Юрий Павлов физкультура учителĕпе вĕсем 15-16 çулхи хĕрачасенчен йĕркеленĕ "Айхол" ятлă футбол команди лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Вĕсем республика чемпионĕн ятне темиçе çул алăран вĕçертмен. Вĕсемех пуçаруллă ĕçленĕ май районта пĕрремĕш хут велоспортăн маунтинбайк ăмăртăвĕсене те ирттернĕ, сăртсемпе çырмасене те велосипедпа парăнтарма хăнăхтарнă. Çапла Михаил Леонтьевич ĕçре яланах çĕнĕлĕхсем кĕртме, хăй умне лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшнă. Кунти шкултан вĕренсе тухакансенчен нума йăшĕ пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарма кăмăл тунă. Паянхи кун хăшĕсем полковника, карап капитанне çитнĕ. Акă Александр Орлов, Валерий Хохлов летчиксем сывлăшпа çар академийĕнчен вĕренсе тухса истребительсен эскадрилийĕн командирĕсем пулнă.
Михаил Леонтьевич хăй те ĕçленĕ вăхăтра професси ăсталăхне ỹстерес тĕлĕшпе куçăмсăр майпа Мускав облаçĕнчи Коломна хулинчи физкультура институтне ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ. Пултаруллă учитель хăйĕн телейне çак шкултах тупнă: пурнăçне пĕрле ĕçлекен истори тата музыка учителĕпе Надежда Викторовнăпа çыхăнтарнă. Мăшăрĕпе вĕсем 40 çул ытла пурнăç çулĕпе пĕрле утаççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни вĕсене ĕçре те пулăшса пынă, пархатарлă ĕçсемшĕн хисеп хучĕсене тата тав çырăвĕсене, асăнмалăх парнесене темиçе хутчен те тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе иккĕшĕ хĕрпе ывăл çитĕнтерсе çын тунă, вĕсем икĕ ачана пурнăç парнеленĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та Михаил Леонтьевич ахаль лармасть, çамрăксемпе тĕл пулать, районта иртекен ăмăртусене курма çỹрет. Çав хушăрах тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланать, театрпа концертсене çитсе курма тăрăшать. Çакăн пек сăпайлă та пуян чĕреллĕ тата ырă ятлă çынсем пуррипе илемлĕ Туканаш ялĕ.
Валерий РОМАНОВ.