Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Район юбилейĕ тĕлне - энциклопеди

Октябрĕн 28-мĕшĕнче районти таврапĕлỹçĕсен пĕрлешĕвĕн Канашĕн ларăвĕ иртрĕ. Таврапĕлỹçĕсем пĕрремĕш хут пухăнса калаçмаççĕ. Ку хутĕнче вара вĕсем Пантьăк ял тăрăхне çитме шутларĕç. Районти "Çын тата çутçанталăк" халăх музейĕн тытăмне кĕрекен Пантьăкри музейăн методисчĕ Николай Трифонов И.Н.Ульянов уçнă шкул-музейпа паллаштарчĕ.

Унтан пухăннисем Пантьăкри чиркỹре пулса курчĕç. Канашлăва пухăннисем тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç, унпа пĕрлех хăш-пĕр таврапĕлỹçĕсене Чăваш халăх академийĕн таврапĕлỹçĕсен Союзĕн тĕрлĕ наградисене парса чысларĕç. Нумай çул хушши тĕпчев ĕçĕсем ирттерсе кĕнекесем кăларнăшăн, тăван ен культурипе историне анлă сарнăшăн Штанашри Галина Вячеславовна Зотована "Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ" хисеплĕ ят панă. Тури Çĕрпỹкассинчи Лев Васильевич Медведев "Тава тивĕçлĕ таврапĕлỹçĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Мăн Этменти Александр Петрович Трофимов вара 2014 тата 2015 çулсенче "Чутай Турханĕ" кĕнекешĕн Куçма Элле ячĕллĕ Диплома тивĕçрĕ.

Çавăн пекех канашлура Мăн Этмен шкулĕн истори вĕрентекенĕ Николай Полозин сăмах илчĕ, вăл çитес çул район 90 çул тултарнă тĕле энциклопеди кăларма хатĕрленни пирки каларĕ. Энциклопеди валли материалсем пухнă çĕре районта пурăнакан пур çын та хутшăнма пултарать. Ыйтусем пур пулсан Николай Иванович ăнлантарса парать. Кун пирки тĕплĕнрех район сайтĕнче "Навстречу юбилею района" баннерта вуласа пĕлме пулать.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
02 ноября 2016
10:27
Поделиться