Сочирен - ырă туйăмпа
Июнĕн 9-мĕшĕнче Сочире иртнĕ пĕтĕм Раççейри "Шурă ладья" шахмат вăййисем вĕçленнĕ. Унта республика шайĕнче çĕнтернĕ пирĕн район команди - Шулю шкулĕнче вĕренекен Валерий Кудряшов, Константин Солдаткин, Полина Медакина тата Никита Кудряшов (тренер-преподавателĕ - Евгений Сергеев) - хутшăннă. Ачасем тăван тăрăха июнĕн 12-мĕшĕнче çитнĕ, вĕсене ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем Канашра кĕтсе илнĕ.
Евгений Николаевич СЕРГЕЕВ, тренер-преподаватель:
- Çак кунсенче Сочире иртнĕ шахматçăсен финал вăййисем вĕçленчĕç. Пире те ăнчĕ. Эпир те финала хутшăнма тивĕç пултăмăр. Кун пек пысăк ăмăртусене хĕрлĕчутайсем хальччен хутшăнман. Çакă пирĕншĕн - пысăк çитĕнỹ. Вăйăсене Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи чи вăйлă 82 команда тата тăхăр ют çĕршыври ачасем хутшăнчĕç. Ачасене уйрăмах тинĕс хĕрри килĕшрĕ. Вĕсем пушă вăхăтра тинĕс шывĕпе киленчĕç, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнчĕç, футболла выляса иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Малашне те тĕрлĕ турнирсене хутшăнма, вĕсенче палăрма шантаратпăр.
Елена Ивановна МЕДАКИНА, Полина амăшĕ:
- Манăн Полина хĕрĕм ытти ачасемпе пĕрле Раççей шайĕнчи турнира хутшăннăшăн питĕ савăнатăп. Ăмăртусем çăмăл иртмен, тен, çавăнпа пирĕннисем çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреймерĕç. Кăштах тăкакланма тиврĕ паллах. Анчах та кун пек мероприятие хутшăнни те мĕне тăрать. Тинĕс хĕррине кайни, унти илемлĕ çутçанталăкпа паллашни ачасен асĕнче юлатех. Хамăр кайса кураймастпăр. Вĕсем кайса курни те лайăх.
Костя СОЛДАТКИН, вĕренекен:
- Вырăна çитсенех пире "Дагомыс" отеле вырнаçтарчĕç. Эпир улттăмĕш хутра пурăнтăмăр. Балкон çинченех тинĕс курăнатчĕ. Пĕрремĕш вăйă Израиль çамрăкĕсемпе иртрĕ. Вĕсем пире ручка, блокнот тата значок парнелерĕç. Турнирсем хушшинче тинĕсе шыва кĕме çỹрерĕмĕр, кашни кунах бассейнра ишрĕ-мĕр тата спортзалта сывлăха çирĕплетрĕмĕр. Унсăр пуçне футболла выляса палăрма пултартăмăр, грамотăна тивĕçрĕмĕр. Кунне виççĕ апатлантарнисĕр пуçне швед сĕтелĕ те пурччĕ. Турнирта çĕнтереймерĕмĕр пулин те пĕртте пăшăрханмастпăр. Пуш алăпа килмен - парнесемпе тата ырă асаилỹсемпе. Унччен пуйăс çине ларса та курманччĕ-çке тата. Сочине кайса курма майсем туса панăшăн, пулăшнăшăн малтанах атте-аннене, тренер-преподавателе пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Вĕсем тăрăшнипе тинĕс хĕррине кайса куртăмăр.
А.ВАСЮКОВА ыйтса пĕлнĕ.