Кив Ирчемес каччи - Президент полкĕнче
Раççейре çурхи призыв апрелĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕ, вăл июлĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Çак хушăра чылай каччă салтак тумне тăхăнчĕ те ĕнтĕ, вăл йышра пирĕн район яшĕсем те. Президент полкĕнче службăна пурнăçласси - сумлă та яваплă тивĕç. Мускаври Хĕрлĕ лапамри Ĕмĕр çунакан вут патĕнче е Кремль хапхи умĕнче салтаксем караул тăнине нумай-нумай çын курса ăмсанать, мăнаçланать...
Çак кунсенче эпир асăннă полка пирĕн район каччи лекнине пĕлтĕмĕр. Вăл - Кив Ирчемесри Дмитрий Александрович Белов. Димăна амăшĕ, тăванĕсем майăн 24-мĕшĕнче çара ăсатнă. Президент полкне пурне те илменни никамшăн та вăрттăнлăх мар, унта çамрăксене питĕ тĕплĕ суйласа илеççĕ. Дима вара çак полк валли ỹс-се çитĕннĕ тейĕн: сывлăхĕ-пе çирĕп, усал йăласем çук - пирус туртмасть, эрех ĕçмест, сăн-сăпатпа илемлĕ, кĕлетке-çурăмпа çỹллĕ те патвар. Кунти салтаксен ниçта та мар, патшалăхăн чи çỹллĕ шайĕнче иртекен мероприятисене хутшăнма тата хисеп караулĕ тăма тивет. Çывăх çыннисем Дима çар тивĕçне чыслă пурнăçласса шанаççĕ, ĕненеççĕ, çакăнта лекнĕшĕн мăнаçланаççĕ. Тепĕр тесен арçын ача пĕчĕкренех йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхса çитĕннĕ, çавăнпа салтакри çирĕп йĕрке хăратмастех пулĕ ăна. Дима ашшĕнчен сакăр çулта чух тăлăха юлнă. Шăллĕпе иккĕшне амăшĕ пĕчченех çитĕнтернĕ. Кĕçĕнни Максим халĕ Мăн Этмен шкулĕнче 7-мĕш класра вĕренет. Мĕн ачаран ĕçпе çитĕннĕ Дима амăшне ир-ирех тăрса пулăшма тăрăшнă, халăхпа пĕрле патшалăха сĕт пама тухнă. Салтака кайиччен вăл Шупашкарти строительсен техникумĕнчен мастера вĕренсе тухнă, кăçал алла диплом илнĕ.
Хулара вĕреннĕ вăхăтра та каччă яла амăшне пулăшма васканă. Амăшĕ, Татьяна Николаевна, малтан Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕнче почтальонра вăй хунă, халĕ "Нива" хуçалăхра ĕçлет, çав хушăрах килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх чылай тытать. Хальхи вăхăтра тăватă ĕне, икĕ чупнă пăру, икĕ пĕчĕк вăкăр, лаша усрать. Нумаях пулмасть самăртса çитернĕ виçĕ вăкăр сутса тупăш илнĕ.
- Ачасене ачашласах ларман эпĕ, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарса çитĕнтертĕм. Дима килте чух пĕтĕм ĕçе туса пулăшатчĕ. Вăл салтака кайсан аллăма татнă пекех туйăнчĕ. Халь ак кĕçĕн ывăлăм çине тăрсах пулăшать. Выльăх-чĕр-лĕх тытма çăмăл мар, паллах. Кăштах укçа-тенкĕ пултăр тесе усратпăр. Хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлетпĕр. Ĕçе çăмăллатас тесе мотоблок, ун çумне кăкармалли хатĕр-хĕтĕрне туянтăмăр. Ывăл хăех унпа пур ĕçе те пурнăçлать, - тет Татьяна Николаевна.
Димăн вара халĕ службăри çăмăлах мар кунсем пыраççĕ темелле: йĕркене хăнăхмалла, тупа тума хатĕрленмелле. Салтак хальлĕхе эрнере икĕ хут, шăматкунпа вырсарникун, телефонпа калаçса илме пултарать, малтанласа йĕрки çапла иккен. Присяга июнĕн 11-мĕшĕнче иртесси те паллă. Дима тупа тунине амăшĕ тата виçĕ тăванĕ кайса курĕç. Çывăх çыннисемшĕн тунсăхланă салтакшăн тĕлпулу чи пысăк парне пулĕ.
А.ЗАМУТКИНА.