Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Экзаменсене - шпаргалкăсемсăр

Июнĕн 6-мĕшĕнче республикăри 4,2 пин выпускник математикăпа профиль шайĕнчи экзамен тыт- рĕ. Асăннă патшалăх экзаменĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕрес шухăшлă яшсемпе хĕрсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Асăннă патшалăх экзаменĕ Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта та иртрĕ. Профиль экзаменне тытма пурĕ 67 ача заявка панă пулнă, вĕсенчен 62-шĕ экзамена килчĕ. 11-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекенсене математика экза-менне йăлана кĕнĕ тăрăх ятарлă ха- тĕрсемпе тĕрĕслесе кĕртрĕç. Экзамен пыракан кабинетсенче камерăсем ĕçлерĕç. 3 сехет те 55 минут хушши пынă экзамен пăтăрмахсемсĕр иртрĕ. Турра шĕкĕр, пирĕн район вĕренекенĕсем шпаргалкăсемпе е сотовăй телефонсемпе усă курнине тупса палăртман.

ЧР Вĕренỹ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 6-мĕшĕнче республикăра пурĕ 5 ачана тĕрĕс-лев ирттермелли правилăсене пăснăшăн экзаменран кăларса янă. Вĕсем халĕ çак предметпа экзамен тепĕр хут çитес çул çеç тытма пултарĕç. Пурĕпе вара паянхи куна Чăваш Енре шпаргалкăсемпе е сотовăй телефонсемпе усă курнăшăн экзаменсенчен 57 ачана кăларса янă, вĕсенчен 9-мĕшсем - 44 ача, 11-мĕшсем - 13. ЧР Вĕренỹ министерстви выпускниксене тепĕр хут çапла асăрхаттарса калать: экзамен тытмалли правилăсене пăсма ан хăтланăр, сотовăй телефонсемпе тата шпаргалкăсемпе усă ан курăр! Ку сире сиен кỹрĕ çеç. Палăртмалла, 11-мĕшсен математикăпа профиль шайĕнчи экзамен кăтартăвĕсем июнĕн 21-мĕшĕнче паллă пулĕç.

Выпускниксен пурин те тытмалли экзаменсем вĕçленчĕç, халĕ вĕсене суйласа илнĕ предметсемпе тĕрĕслев кĕтет. Районти выпускниксем ку экзаменсене Етĕрнере тытĕç. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ыран, июнĕн 9-мĕшĕнче, районти шкулсенчен 9-мĕш класран вĕренсе тухма хатĕрленекенсем суйласа илнĕ предметсемпе - физикăпа, биологипе, историпе, географипе - экзамен тытĕç. Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет: районта патшалăх экзаменĕсене йĕркелесе ирттерессипе ĕçлекен специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче тăххăрмĕшсен математикăпа тата суйласа илнĕ предметсемпе тытнă экзаменсен кăтартăвĕсем паллă пулнă.

Шел те, экзамен тытайманнисен шучĕ кăçал пĕлтĕрхинчен те ытларах иккен. "Иккĕ" илнĕ тăххăрмĕшсен çитес вăхăтрах экзамена тепĕр хут тытма май пулĕ. Ун чухне вĕсем хăйсен кăтартăвĕсене лайăхлатасса чунтанах шанас килет.

Алина КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
08 июня 2016
13:00
Поделиться