Савăнмалăх та, мухтанмалăх та пурах
Çак кунсенче Туктамăшри Поляковсем çĕршыв шайĕнчи наградăна тивĕçнине пĕлтĕмĕр. Паллах, "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" орден медальне пурте илеймеççĕ, ку хисепе нумай çул юратупа килĕшỹре пурăнакан, нумай ача ỹстерекенсем кăна тивĕçлĕ. Туктамăшра пурăнакан Елизавета Васильевнăпа Александр Петрович Поляковсем чыспа хисепе тивĕç мăшăр, районти çемьесемшĕн тĕслĕх вырăннех. Тăватă ача çуратса ỹстернĕскерсем пирки ыррине каламалли пайтах.
Александр Петрович 1941 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă, çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнă. Ашшĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçне хунă. Александр Петрович совет çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Ĕç кун-çулне "Сельхозтехника" пĕрлешỹре инженерта ĕçлеме тытăннинчен пуçланă. Ĕçре ăна пурте хисеп-ленĕ, тăрăшулăхне кура пĕрре мар хисеп грамотисене, тав çырăвĕсене тивĕçнĕ вăл. Поляковсен килĕ-çурчĕ те Александр Петровичăн ăста аллисене пула çирĕп те хăтлă, илемлĕ. Ырă кăмăллăскер, яланах çынсене пулăшма васкать. Çавăншăнах ăна кỹршĕсем, ял-йыш хисеплет, ачисемпе мăнукĕсем вара чунтан юратаççĕ.
Елизавета Васильевна вăрçă пĕтнĕ çул Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе зоотехник пулса тухнă, çак профессипех вăл пирĕн районти "Коминтерн" хуçалăхра вăй хунă. Пĕтĕм ĕç-хĕлне района, тăван çĕршыва халалланă тесен те тĕрĕс. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине кура тĕрлĕ шайри чылай наградăна тивĕçнĕ вăл. Елизавета Васильевна - лайăх кил хуçи арăмĕ, ачисен юратнă амăшĕ, районăн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартакан та. Вăл тума пĕлмен ĕç çук та пуль: çĕлет, çыхать, кукăльне те тутлă пĕçерет тата чечексене питĕ юратать. Çакна пỹртĕнчи, кил-çурт çывăхĕнчи тĕрлĕ чечексем ешĕрни те çирĕплетет. Пултаруллă хĕрарăма ялта ватти-вĕтти хисеплет, ĕçченлĕхĕшĕн, ырă пулнишĕн мухтать.
Елизавета Васильевнăпа Александр Петрович тăватă ача çуратса тĕрĕс воспитани парса ỹстернĕ, мĕн пĕчĕкрен аслисене хисеплеме, тăван çĕршыва юратма вĕрентнĕ. Ачисем пĕчĕклех ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшма хăнăхса çитĕннĕ, шкулта лайăх вĕреннĕ, тăваттăшĕ те аслă пĕлỹ илнĕ, халĕ яваплă вырăнсенче вăй хураççĕ.
Аслă хĕрĕ Татьяна 48 çулта, çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ хĕр ỹстереççĕ. Татьяна Шупашкарти 28-мĕш шкулта ачасене вырăс чĕлхи тата литература предмечĕсене вĕрентет.
Поляковсен иккĕмĕш ачи, ывăлĕ Владимир, шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Чăваш патшалăх университетĕнче медицина пĕлĕвне илнĕ. 1996 çулта ăна çара илнĕ, операципе перевязка взводĕнче врач-хирург пулнă. Çартан таврăнсан республикăри онкодиспансерта ĕçлеме пуçланă, паянхи кун та Шупашкарта врач-хирургра вăй хурать. Çав хушăрах Владимир Александрович РФ гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру çарĕсенче контракт мелĕпе çарта та пулнă. Тухтăр яланах хăйĕн тивĕçне чыслă пурнăçлать. Мăшăрĕпе виçĕ хĕр çитĕнтереççĕ.
Йĕкĕреш хĕрĕсем, Эльвирăпа Лариса, 1976 çулта çуралнă, шкултан "5" паллăсемпе вĕренсе тухнă. Эльвира Шупашкарти 176-мĕш "Золотой петушок" ача садĕнче воспитательте тăрăшать. Ачасене питĕ юратать, вĕсене воспитани парас тĕлĕшре çĕнĕ методикăсемпе усă курать, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ỹстереççĕ.
Лариса Чăваш патшалăх университетĕнчен стоматолога вĕренсе тухнă, халĕ хулари 7-мĕш номерлĕ больницăра стоматолог-хирург должноçĕнче ĕçлет. Лариса та çемьеллĕ, икĕ ача пур.
Поляковсен кашни ачи харпăр хăй ĕçĕнче хисепе тивĕçнĕ, вĕсем - ятлă-сумлă, ăста, пысăк квалификациллĕ специалистсем. Тăваттăшĕ те ĕçтешĕсен, пациентсен, ачасемпе ашшĕ-амăшĕн сумĕпе хисепне тивĕçнĕ.
Ачисемшĕн ашшĕ-амăшĕ, çемье - пурнăç тĕрекĕ, хуйхăра та савăнăçра шанчăклă тыл: Александр Петрович йывăр вăхăтра алă тăсса парать, тĕрĕс канаш-сĕнỹпе пулăшать, Елизавета Васильевна ырă та ăшă сăмахпа лăпкаса чунĕсене йăпатса ăшăтать.
Çапла "Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ" медаль хăйĕн хуçисене тĕрĕс тупнă теме пулать. Çемьери йăла- йĕркене çирĕплетес тĕлĕшре тĕслĕх пулнăшăн, ачасане тивĕçлĕ ỹстерсе çĕршыва усăллă çынсем ỹстернĕшĕн Елизавета Васильевнăпа Александр Петрович Поляковсем наградăна чăннипех тивĕç.
А.ДМИТРИЕВА.