"Тăван килĕмре мăнуксем тĕпленччĕр"
" Чавал" ентешлĕхе Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ, Шупашкарта тĕпленнĕ А.П. Самылкин виçĕ çул ертсе пырать. Палăртмасăр иртме май çук, ентешлĕхĕн чи пĕрремĕш председателĕнче чылай çул Хăмаркка ялĕнче çуралса ỹснĕ Георгий Алексеевич Яковлев тăрăшрĕ.
- Пĕлтĕрхи çулччен пирĕн "Чавал" ентешлĕхĕн икĕ хисеплĕ председатель пулнă, вĕсем: Георгий Алексеевич Яковлев тата Петр Васильевич Ивантаев. Шел те, паян Г.А.Яковлев пирĕнпе çут тĕнчере пĕрле çук, пирĕн асран вăл ĕмĕрне те тухмĕ. Çавăн пекех ентешлĕх ĕçне активлă хушăннă Петĕр Ялкир та, Николай Михопаркин та, Геннадий Горбунов та нихçан та асран тухмĕç, - терĕ малалла Александр Петрович.
Ентешлĕх ĕçне пĕрремĕш кунсенченех Серенкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ, "Своя типография" тулли мар яваплă обществăн ертỹçи Владимир Михайлович Савинкин активлă хутшăнать. I Липовка ялĕнче çуралса ỹснĕ Юрий Петрович Кудряшов та, Ваçкаçырми каччи пулнă Валерий Александрович Романов та, Питĕр-кассинчен тухнă Анатолий Юлианович Воробьев та ентешлĕхшĕн нумай ĕç тăваççĕ. Çамрăксемпе вара Шулю хĕрĕ Регина Чишкина ĕçлет.
Чăваш Енре кăçал - Ĕç çыннин çулталăкĕ. Хĕрлĕчутайсен йышĕнче шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем самаях. Чапаев ячĕллĕ заводра аслă мастерта 43 çул ытла Иван Николаевич Порфирьев тăрăшать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен вĕçĕнчен тытăнса паянхи кунчченех "Чебоксарский трикотаж" тулли мар яваплă обществăра Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ Ольга Васильевна Савинкина вăй хурать. "Буревестник" комбинатра 1973 çултан вара Геннадий Степанович Хорайкин ĕçлет. Ваçкаçырми ялĕнче çуралса ỹснĕ Лев Федорович Герасимовăн та ĕç стажĕ пысăк, унăн ĕç вырăнĕ - Шупашкарти агрегат завочĕ. "Промтрактор" обществăра фрезерпа Аркадий Владимирович Чернов ĕçлет, Çĕнĕ Шупашкарти Химпромра чылай çул Николай Александрович Чемашкин тата Николай Григорьевич Шалтыков тăрăшаççĕ. - Зоя Леонидовна Алексееван (Сывлăмпи), Юлия Ивановна Юнисован, Земфира Кузьминична Яковлеван ячĕсем сумлă, вĕсем те ентешлĕхе самаях пулăшу параççĕ. Ентешлĕх членĕсем республикăри тата районти чылай мероприятисене хутшăнаççĕ те, йĕркелеççĕ те. Ентеш-офицерсем икĕ çул районти шкулсенче патриотизм темипе уроксем ирттерчĕç, палăксем умне чечек кăшăлĕсене хутăмăр, кăçал та çав ĕçех тăвасшăн. Наци конгресĕпе пĕрле ачасем валли Çĕнĕ çулхи мероприятисем те йĕркелетпĕр. Кашни çулах районтан 8-9 ача асăннă мероприятие хутшăнать. Шупашкарта пултарулăх каçĕсем те иртеççĕ, пĕлтĕр Зоя Сывлăмпин, Анатолий Даниловăн тата ыттисен пулчĕç. Çавăн пекех спортăн тĕрлĕ мероприятийĕсене, ял уявĕсене йĕркелеме те, уявлама та хутшăнатпăр. Ĕçĕ нумай, ĕçлемелле. Тăван вырăна манмалла мар. Ачасем, мăнуксем аннепе аттен кил-çуртне çĕнетсе çĕнĕ çуртсем çĕклеччĕр тесе калас килет, - тесе вĕçлерĕ сăмахне Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ, чылай çул района ертсе пынă, паянхи кун "Чавал" ентешлĕхĕн председателĕ Александр Петрович Самылкин.
А.ОРИНОВА.