Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чăн-чăн педагога тĕл пулни - пысăк телей

Ачасене пĕлỹ тĕнчипе паллаштарасси тата вĕсене ăшă сăмахпа чунтан хавхалантарасси - çакăнта учительсен пархатарлă ĕçĕ.

Çĕр çинче лайăх, пултаруллă та ĕçчен, ырă кăмăллă та таса чунлă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Марина Анатольевна Лихутина. Вăл - чăн-чăн педагог, хăй ĕçĕн профессионалĕ.

Марина Анатольевна1976 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Иккĕмĕш Хурашашра нумай ачаллă çемьере çуралнă. Палăртмалла, вăл педагогсен йăхĕнчен. Унăн амăшĕ Галина Петровна кĕçĕн классене пĕлỹ панă, вĕсене хăйĕн тĕслĕхĕпе тĕрлĕ ĕçе, уйрăмах пултарулăх ĕçне, хисеплеме вĕрентнĕ. Алина Анатольевна Ильина аппăшĕ те Çĕн Атикасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентет. Çемьери виççĕмĕш ача - Екатерина. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи географи факультетне пĕтернĕ, географи учителĕн специальноçне алла илнĕ.

Марина Анатольевна педагог профессине амăшĕ сĕннипе суйланă. Пурте ачалăхра пуçланнă... Вĕсен çемйинче учитель ĕçне яланах хисепленĕ, сума сунă, ăна ученăйпа танлаштарнă. Марина шкулта лайăх вĕреннĕ, обществăлла гуманитари предмечĕсене уйрăмах кăмăлланă. 1996 çулта Канашри педагогика училищине пĕтерсен çамрăк педагог Хурашашри тĕп шкула кĕçĕн классене вĕрентме вырнаçнă. Унтан, 2003 çулта, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ, истори тата политологи учителĕн специальноçне алла илнĕ. 2010 çултанпа Çĕн Атикасси шкулĕнче истори предметне вĕрентет Марина Анатольевна. Пĕрремĕш категориллĕ учителĕн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 20 çул.

Хăйĕн ĕçне юратакан педагог ачасене чунтан парăннă тесен те йăнăш мар. Унсăр пуçне вăл çамрăк педагогсен вĕрентекенĕ те. Марина Анатольевна кашнинех сĕнỹпе пулăшма хатĕр. Вăл - педагогика коллективĕн чунĕ, тавçăруллă та тараватлă, сăпайлă та савăк кăмăллă çын. Пур енчен те пултаруллă учитель яланах вырнаçулăх, кирлĕлĕх принципне мала хурса ĕçлет, технологипе вăл материала çирĕплетме пулăшнă чухне усă курма тăрăшать. Марина Анатольевнăпа мăшăрĕ, Валерий Васильевич, виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Ксения хĕрĕ Шупашкарти медицина колледжĕнче професси пĕлĕвĕ илет, Диана Хурашашри шкулта 5-мĕш класра вĕренет, юрлама тата ташлама кăмăллать, педагог пулма ĕмĕтленет. Кĕçĕнни - Михаил - кĕçех ашшĕ-амăшне пĕрремĕш сăмахсемпе савăнтарма тытăнĕ.

Пушă вăхăтра вĕрентекен хăйĕн пĕлĕвне ỹстерет, сад-пахчара ĕçлеме кăмăллать, педагогикăри ĕç ветеранĕ-сене кайса курать, отпуск кунĕсенче хуласем тăрăх экскурсисене каять.

Нумаях пулмасть вĕрентекенсем ыйтнипе тата коллектив сĕннипе Марина Анатольевна професси ăсталăхĕн муниципаллă конкурсне хутшăнчĕ, "Çулталăк учителĕ - 2016" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Ырра шанни ăна çĕнтерме пулăшрĕ. Вăл çапла пĕлтерчĕ: "Конкурс хыççăн манăн "çунатсем çитĕнчĕç". "Çунатсем", паллах, хушшăн-хушшăн анкаларĕç, анчах та эпĕ вĕсене яланах çумра туйрăм. Вĕсем манпа пулнине пĕлтĕм".

Пултаруллă педагогпа коллектив та, вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те мухтанаççĕ. Республика шайĕнче иртекен конкурсра та ăнăçу çулĕ унран ан пăрăнтăр.

Учитель... Вăл вĕренекенсене ачалăх, çамрăклăх çулĕсемпе ертсе пырать, çав вăхăтрах хăйĕн пĕлĕвне вĕсене парать. Пурнăçра Çын пулма, ырă ĕçсем тума тата тĕрĕслĕхе асăрхама вĕрентекен учителе тĕл пулни - пысăк телей.

Р.ГРИГОРЬЕВА, директор çумĕ.



"Пирěн пурнăç"
08 апреля 2016
13:48
Поделиться