Сывлăхлă пуласси хамăртан килет
Районта, республикăри пекех, Туберкулезпа кĕрешмелли пĕтĕм тенчери куна халалланă "Шурă тỹме" уйăхлăх пырать. Çак тапхăрта халăха чир çинчен, унран сыхланмалли мелсем, сывă пурнăç йĕркине тытса пынин усси çинчен ăнлантараççĕ, инкеке сирме май килмен чухне медицина пулăшăвне вăраха ямасăр тивĕçмеллине аса илтереççĕ. Асăннă тапхăрта республикăри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче Уçă алăксен кунĕсене йĕркелеççĕ, районта вăл апрелĕн 9-мĕшĕнче пулать. Çав кунсенче кăкăр кăшкарĕн органĕсене флюорографи мелĕпе, инçетри ялсенче пурăнакансен сывлăхне куçса çỹрекен хатĕрсем пулăшнипе тĕрĕслеççĕ.
Калас пулать, асăннă уйăхлăхпа çыхăнтарса нумаях пулмасть республикăра Раççей фтизиатрĕсен обществин представителĕсем, тухтăрсем хутшăннипе туберкулезпа кĕрешмелли хальхи йышши сиплев тата диагностика технологийĕсем çинчен конференци иртнĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Жанна Еленкина туберкулезпа çыхăннă республикăри лару-тăру çинчен каланă май, Чăваш Енре чир сарăласси тата вилесси пĕчĕкленсе пынине палăртнă. Çапах та туберкулезпа кĕрешесси актуаллă юлать. Министерство специалисчĕ палăртнă тăрăх, паян республикăри фтизиатри служ-бинче туберкулезпа ăнăçлă кĕрешме пур хатĕр те пур, анчах та кĕрешỹри ăнăçлăхăн 80 проценчĕ çын харпăр хăй сывлăхĕ патне тимлĕ, яваплă пулнинчен килнине пĕлмелле. Чи малтанах профилактика тĕрĕслевĕсене çийĕнчех тухмалла, участокри тухтăр патне вăхăтра каймалла, харпăр хăйĕн иммунитетне çирĕплетмелле, лайăх апат-ланмалла, сывă пурнăç йĕркине тытмалла.
Туберкулез чирĕпе çыхăннă районти лару-тăру çивĕч тăрать. Унпа тĕрлĕ çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем чирлеççĕ. Ерекен чире пуçаракан Кох микобактерийĕсем социаллă статуссене пăхса тăмаççĕ, пуяннисене те, чухăн-нисене те ереççĕ. Чирпе кĕрешмелли тухăçлă диагностика мелĕ вăл - флюорографи тĕрĕслевĕ. Çул çитмен çамрăксен ун витĕр икĕ çулта пĕрре, 15 çултан пуçласа, аслисен çулталăкра пĕр хутран кая мар тухмалла. Ача-пăчана вара туберкулиндиагностика меслечĕпе (Манту реакцийĕпе) тĕрĕслеççĕ. 8 çултан пуçласа Диаскинтест проби тăваççĕ. А.ДМИТРИЕВА.