Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ишессипе республикăра пĕрремĕш тухнă

Мартăн 18-мĕшĕнче Çĕрпỹ хулинче Республика Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан 18-мĕш Спартакиадăра тупăшнă май шкул ачисем ишес енĕпе ăмăртнă. Асăннă ăмăртусене пирĕн районăн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. 16 командăри 64 ишевçĕ хушшинче 50 метрлă дистанцие пуринчен те малтан парăнтарса Константин Фондеркин пĕрремĕш вырăн йышăннă. Костя Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 10 А класра вĕренет. "Хастар" ФСК-ри бассейна каччă 2013 çултанпа çỹрет. Çак хушăра вăл Юрий Столяров тренер пулăшнипе район тата республика шайĕнчи тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене чылай йышăннă. Ирĕклĕ майпа 25, 50 тата 100 метра ишсе район чемпионĕ тата рекордсменĕ пулса тăнă.

Константин Фондеркин - иккĕмĕш разрядлă спортсмен, кăçал май уйăхĕнче пулакан респуб-лика чемпионатне хутшăнса пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçласшăн. Сăмах май, мартăн 18-мĕшĕнче Çĕрпỹре иртнĕ ăмăртура 50 метра Костя 26,40 çеккунтра ишсе тухнă, çапла майпа район рекордне çĕнетнĕ. Тĕрлĕ çулсенче çамрăк спортсмен Пăрачкавра, Çĕмĕрлере, Етĕрнере, Чулхула облаçĕнчи Воротынецра иртнĕ турнирсенче ишсе палăрнă.

Пултаруллă çамрăк спортсмен çак çитĕнỹсем çинче чарăнса тăмасса, малашне татах та пысăкрах ăнăçусем тăвасса шанатпăр.

А.КАРПОВА.



"Пирěн пурнăç"
01 апреля 2016
10:12
Поделиться