Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Эмел курăкĕсем пухассипе тăрăшуллăрах пулар

 Республикăра çак кунсенче вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ илекенсем хушшинче эмелпе техникăлла чĕртавар пухас енĕпе апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса октябрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленекен конкурс пуласси пирки пĕлтерчĕç. Конкурса йĕркелекенĕсем - ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви тата Чăвашпотребсоюз Канашĕ.

Çынсем эмел курăкĕсемпе сиплев тĕлĕшĕнче ĕлĕк-авалах усă курма тытăннă. Фитотерапи пуçланса кайсан - курăксемпе сиплессине наукăпа çирĕплетсен - халăх интересĕ тата ытларах ỹснĕ. Фармацевтика промышленноçĕнче çутçанталăкăн чăн, таса чĕртаварĕ паян та тем пекех кирлĕ.

Иртнĕ çулхи мероприятисене пула республикăра пĕтĕмпе 163 тонна эмелпе техникăлла чĕртавар, 16,5 тонна хăй тĕллĕн шăтакан çимĕçпе çырла хатĕрлесе сутма пултарнă.

Районти шкул ачисем эмел курăкĕ-сем пухса парасси мĕнле шайра пулнипе интересленсе "Заготовки" тулли мар яваплă общество ĕçченĕсемпе çыхăнса калаçрăм. Лару-тăру юлашки çулсенче вун-вун çул каяллахипе танлаштарсан лайăхах мар иккен: ачасемпе çамрăксем эмел курăкĕ пухасшăн мар. Хальхи саманари çамрăксем хăйсем ĕçлесе укçа тума шутламаççĕ, янттине кăна кĕтсе ларни куçкĕрет. Çав хушăрах, тĕслĕх илсе кăтартатăп, Чăвашпотребсоюз Канашĕ 2015 çулта эмелпе техникăлла чĕртавар, акмасăр шăтакан çимĕç, çырла, кăмпа пухас енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ май, Элĕк тата Етĕрне районĕсенчи ачасем чи пултаруллисем пулнине палăртнă. Вĕсем 700-800 ытла килограмшар эмел курăкĕ типĕтсе райпова панă, Диплома тата укçан премие тивĕçнĕ.

Мĕн чăрмантарать пирĕн район ачисене çакăн пек ырă та кирлĕ ĕç тума? Кỹршĕсем пултараççĕ пулсан, мĕншĕн эпир пухаймастпăр? Пирĕн районта, сăмахран, иртнĕ çулхи январь-июнь уйăхĕсенче 7 центнер кăна эмел курăкĕ пухнă. Ку ĕçе хатĕрлев кантурĕ ачасене явăçтарас тĕллевпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăнса ĕçлет-ха, шкул ачисемпе тĕлпулусем йĕркелет. Анчах та нумайшарăн пухса паракансем çук, ик-виç килограмм панипех çырлахаççĕ-мĕн. Çапах та "Заготовки" ертỹлĕхĕ тăрăшуллисене хавхалантарма тăрăшать. Иртнĕ çул, акă, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Яна Васюкова грамотăна тивĕçнĕ. Çак шкулти Алена Пименова та эмел курăкĕ пухассипе активлисен шутĕнче.

Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать, теççĕ халăхра. Çавăнпа ĕç çук - укçа çук тесе ларни килĕшỹсĕр. Çăва тухсанах эмел курăкĕ пухма тытăнар, сывлăхшăн та усăллă пулĕ, çемье бюджечĕ те пуянланĕ. Районти "Заготовки" тулли мар яваплă общество мĕнле эмел курăкĕсем тата хăçан, мĕнле хакпа йышăнни, ỹсен-тăрансене хăçан пухмалли пирки кăшт каярах çырса пĕлтерĕпĕр.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
25 марта 2016
11:01
Поделиться