Марафона хастартарах хутшăнар
Февралĕн 9-мĕшĕнчен районта "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕ старта тухрĕ. Ку акци çулсерен республикăра йĕркелекен ыркăмăллăх марафонĕпе килĕшỹллĕн иртет. Ăна пуçараканĕ тата йĕркелекенĕ - "Раççейри ача-пăча фончĕн" Чăваш Енри уйрăмĕ. Акци тĕллевĕ - сусăр, тăлăх, ашшĕ-амăш хỹттисĕр юлнă ачасене социаллă тата медицина пулăшăвĕ пама тата ăслă-тăнлă ачасене аталантарма укçа пухса парасси. Пирĕн районта 87 инвалид ача, ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă 140 ача, йывăр лару-тăрури 94 ача, унсăр пуçне нумай ачаллă 134 тата сахал тупăшлă 650 çемье пурăнать. Ыркăмăллăх марафонне кашниех хутшăнса тỹпе хывма пултарать. Палăртса хăваратăп, ятарлă Канаш пирĕн заявление пăхса тухнă хыççăн фонда куçнă укçа тĕллевлĕ усă курма районах куçать, район çыннисене пулăшма тăкакланать. Сăмахран, эпир, хĕрлĕчутайсем, пĕлтĕр фонда пĕтĕмпе 173 пин ытла тенкĕ куçарма пултартăмăр. Çав укçапа эпир иртнĕ çул районти вĕренỹ учрежденийĕсене аталантарма усă куртăмăр. Кăçал вара мартăн 11-мĕшĕ тĕлне фонда хĕрлĕчутайсенчен 68 пин ытла тенкĕ куçрĕ. Районта пурăнакан кашни çынна тата ĕç коллективĕсене марафона тата хастартарах хутшăнма, ачасене пулăшас тĕллевпе ырă ĕç тума чĕнсе калатăп. Аякра ан юлăр! Сирĕн пулăшу кирлĕ!
Александр БАШКИРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.