Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Яваплăха туякан хĕрача

Пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнакан çын вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма пĕлет. Хăйĕн тивĕçне чунтан юратса та парăнса пурнăçласан çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туса пыни чыс кĕртет. Пирĕн хушăра ун пеккисем сахал мар. Юратнă профессипе ĕçлекен аслă ăрури çын анчах мар, шкул ачи те вĕренỹре тăрăшнине кура ят-сум çĕнсе илет. Çак ача хăйĕн малашлăх пурнăç çулне утăм хыççăн утăм туса уçса пырать...

"Вĕреннине çĕклесе çỹремелле мар", - тесе каланă ваттисен сăмахне ачаранах ăнкарнă Марина Токшикова. Вăл Хусанушкăнчи тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренет. Класран класа питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе куçса пырать. Сăпайлă калаçакан, хăйне сапăр тытакан, ырă чунлă хĕрача е класра, е шкулта, е районта, е республикăра, е Раççей шайĕнче иртекен тĕрлĕ ĕç-пулăма хутшăнма вăй-хал çитерет, тивĕçлĕ вырăнсем йышăнать.

Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче вунвиçĕ предметпа районти олимпиадăна хутшăнса, çиччĕшĕпе тивĕçлĕ вырăн йышăнса район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн дипломĕсене тивĕçрĕ. Наукăпа практика конференцийĕ-и, спорт ăмăртăвĕ-и, интеллектуаллă вăйă-и, конкурс-и, фестиваль-и, юрламалла-и, ташламалла-и… - пур çĕре те ĕлкĕ-рет Марина. Çитĕнĕвĕсем чылай пулнипе унăн портфолио та хулăнлансах пырать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илсе тăрать.

Тăрăшулăхĕпе çитĕнĕвĕсене кура пултаруллă вĕренекен "Артека" кайма тивĕçрĕ. Марина унта кайса килни çинчен акă мĕн каласа пачĕ: "2015 çулхи июнь уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа август уйăхĕн 5-мĕшĕччен эпĕ Пĕтĕм тĕнчери ачасен цетрĕнчи "Артек" лагертье пулса куртăм. Июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕнчен пухăннă ачасем Шупашкарти чугун çул вокзалĕнчен пуйăспа тапранса кайрăмăр. Краснодар хулине икĕ кунтан çитрĕмĕр. Малтан автобуспа, кайран паромпа кайсан Керч проливĕ урлă каçрăмăр. Симферополь хулине çитсен Ю.А.Гагарин пĕрремĕш космонавт ячĕллĕ "Хрустальный" лагере лекнине пĕлтĕмĕр. Тепĕр кунне пуринпе те паллашрăмăр. Пирĕн смена ячĕ "Космическая академия" пулчĕ, теприн - "Морская регата". Пирĕн пиллĕкмĕш отряд "Союз № 5" ятлăччĕ, космоспа çыхăннă нумай заняти ирттерчĕç. Космонавтика музейĕнче чылай экспонат хушшинче Чăваш Республикин ялавĕ пурри кăмăла çĕклентерчĕ, мăнаçлантарчĕ. Кулленхи зарядка тата пляж пире килĕшрĕ. Апатне питĕ тутлă çитеретчĕç. Швед сĕтелĕ пулнине кура тем те çиме май пулчĕ. Крымри кăнтăр çыранĕсенчи Cуук-Су, Ливади, Массандр кермен музейĕсенче пултăмăр. Смена пĕтнĕ çĕрелле Аю-Даг ятлă ту çине те хăпарса куртăмăр. Унта ятарласа кайса курма ирхи тăватă сехетре тăма тиврĕ. Ир тăнишĕн пачах кулянман, мĕншĕн тесен унти ытарайми илеме улăхса курни яланлăх асра юлчĕ. Тепĕр кунне паттăрсен Севастополь хулинче курса çỹрерĕмĕр, "Панорама" музейра пултăмăр, асăнмалăх сăн ỹкерĕмĕр. Ун хыççăн тĕлĕнмелле капăр Херсонес Таврически наци заповедникĕнче экскурсире пулса килентĕмĕр. Унти чиркỹ те капăрлăхĕпе тыткăна илчĕ. Икĕ кунхи мероприятисене "Олимп патрулĕ" ушкăн спортпа çыхăнтарса ирттерчĕ. Елена Шамаева Олимп чемпионки хăйĕн çинчен каласа пани кăсăклă пулчĕ. Çĕнĕ интерьерлă çывăрмалли хăтлă пỹлĕм чỹ-речисенчен Хура тинĕс сарăлса выртни курăнать. "Хрустальный" лагерьпе юнашарах артековецсен шкулĕ, пин çын вырнаçмалăх сайра йышши спортзаллă, экологи тĕлĕшĕнчен тап-таса тинĕс шывĕллĕ ишмелли хупă бассейнлă Спорт керменĕ. Унпа çумăнах "Горный" парк. Унта Крым ỹсен-тăранĕ, экзотики, вĕсем хушшинче - улăп секвойи - вăрттăн ĕмĕтленмелли символ йывăççи. Çак йывăç айĕнче артековецсем пытарăнчăк шухăшсене ĕмĕтленеççĕ. Ку парк - уçăлса çỹреме, тĕрлĕ конкурс ирттерме питĕ аван вырăн. Унтан инçех мар авалхи Гартвис паркĕ вырнаçнă. Кунти тĕлĕнтермĕш йывăçсемпе тĕмсене тĕрлĕ çĕршывран илсе килсе лартнă иккен. Çак парка XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче Никитски ботаника сачĕн иккĕмĕш директорĕ Николай Гартвис ячĕпе йĕркеленĕ пулнă. Кунта Крымри чи пысăк шурлăх кипарисĕ ỹсет. "Артек" лагере кайса курнипе тĕлĕнсе савăнни яланах ман асра юлчĕ. Унта эпĕ çĕнĕ туссем тупрăм. Вĕсемпе эпĕ паянхи кун та çыхăну тытатăп. Лагерьти самантсем чĕре варрине манăçми кĕрсе вырнаçнипе эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Лагере кайса курма тивĕç пулнăшăн чунтан савăнатăп".

Çапла, мĕнле савăнмасăр чăтайăн-ха чаплă "Артекра" пулса курнишĕн. "Артека" каяс килнипе лекеймĕн. Унта лекме нумай тар тăкма тивет. Кăшт каярах, сентябрь уйăхĕнче, пирĕн шкултан тата тепĕр вĕренекен, Дима Макаров, шăпах Марина каннă отрядрах пулса курчĕ. Унăн та самаях кăмăла витернĕ тĕлĕнмелле самантсем асра юлнă.

Ку вĕренỹ çулĕнче те Марина тунă çитĕнỹсем тĕлĕнтереççĕ. Шкул ачисен район шайĕнчи олимпиадисене вунтăватă предметпа хутшăнса каллех çивĕч ăс-тăнĕпе палăрма пултарчĕ, 1-мĕш вырăнсем - литературăпа (вĕрентекенĕ А.Г.Лаптева) тата биологипе (вĕрентекенĕ И.В.Маркова), 2-мĕш вырăнсем - географипе (вĕрентекенĕ А.А.Макарова), вырăс чĕлхипе (вĕрентекенĕ А.Г.Лаптева), чăваш чĕлхипе (вĕрентекенĕ С.В. Яруткина), 3-мĕш вырăнсем - акăлчан чĕлхипе (вĕрентекенĕ С.А.Иванейкина) тата ОБЖ-па (вĕрентекенĕ И.В.Маркова).

Патшалăх экзаменĕсем тытмалли вăхăт та çывхарса пырать. "Манăн вăхăт çук, манăн экзаменсене хатĕрленмелле", - тесе пĕр мероприя-тирен те пăрăнмасть. Унăн пултарулăхĕпе хас-тарлăхĕ, тăрăшулăхĕпе тавçăрулăхĕ иксĕлми. Ăс-хакăла ỹстерме, пĕлỹ патне ăнтăлма талпăнакан Марина кулленех тавракурăмне аталантарса пырать. Ĕмĕтленнĕ шухăшĕсем пурнăçа кĕрсе пырасса, çут тĕнче илемĕпе телей курса малашлăхĕ çутă пуласса шанас килет.

Светлана ЯРУТКИНА, 9-мĕш класс ертỹçи.



"Пирěн пурнăç"
11 марта 2016
11:13
Поделиться