Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Мăнукĕнчен хваттер "туянтарнă"

Суд Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ пухнă ĕнентерỹсем районта пурăнакан 61 çулхи арçынна приговор пама çителĕклĕ тесе йышăннă. Ăна РФ УК-ан 159.2 статйин 4-мĕш пайĕпе (кил-çурт туянма панă укçа илнĕ чухне ултавлă ĕç тунăшăн) айăпланă, виçĕ çуллăха условнăй майпа ирĕксĕр хăварнă, 100 пин тенкĕ штраф тỹлемелле тунă.

Етĕрнери район сучĕ тата следстви çакна тупса палăртрĕ: 2013 çулхи апрель уйăхĕнче асăннă гражданин амăшĕн статусĕпе усă курса, вăл тăлăх салтак арăмĕ шутланнă, районти ведомствăсем хушшинчи комиссие унăн çурчĕ 70 проценчĕпех пурăнма юрăхсăр тесе суя документ тăратнă. Комисси членĕсем документ тĕрĕслĕхне ĕненсе асăннă çурт пурăнма юрăхсăр тесе çирĕплетнĕ, çакă унăн амăшне кил-çурт условийĕсене лайăхлатмашкăн, соци-аллă пулăшăва тивĕçмешкĕн учета тăма май панă. Амăшĕн ячĕпе хăйĕн çине шанăç хучĕ çырнă арçыннăн заявлени- йĕпе ăна пĕр хутчен паракан тỹлеве (1 млн ытла тенкĕ) илме свидетельство панă. Арçын укçа-тенкĕпе хăйне майлă усă курас тенĕ, амăшĕ мăнукĕнчен хваттер илнĕ пек тунă. Приговор саккунлă вăя кĕмен. Асăннă уголовлă ĕçпе 30 сви-детельтен ыйтса пĕлнĕ. Амăшĕ пурăннă çуртăн строительствăпа техника тĕпчевне ирттернĕ, унăн 34 проценчĕ кăна пурăнма юрăхсăр пулнă. Ведомствăсем хушшинчи комиссин ĕçĕнче çитменлĕхсем пулнă май унăн тăватă членне дисциплинарлă явап тытмалла тунă.

Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ.



"Пирěн пурнăç"
11 марта 2016
11:15
Поделиться