Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кил ăшшине упракан

Мăн Этменти вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литература вĕрентекен Вера Альгешкинапа çак шкулта вĕренекен ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ Карина Селянкина пирки материал хатĕрлеме кайсан паллашрăм. Шăпах 11-мĕшсен класс ертỹçи иккен Вера Владимировна. Çак шкулта 1998 çултанпа, Чăваш патшалăх уни-верситетĕнче аслă пĕлỹ илнĕренпе, ĕçлет вăл.

Ачасене вырăс чĕлхин вăрттăнлăхĕсене алла илме пу-лăшнипе, литературăна юратма вĕрентнипе пĕрлех Вера Влади-мировна хăй те професси ăсталăхĕн тĕрлĕ конкурсĕсене хутшăнать. Вĕренекенĕсем те ăна тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хутшăнса хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тăтăшах савăнтараççĕ.

Хуть те мĕнле хĕрарăм та, хăй ăçта ĕçленине пăхмасăр, чи малтанах мăшăр, анне тивĕçĕсене пурнăçлать, кил ăшшине упрать. Вера Владимировна та çаплах. Туктамăш ялĕнче пурăнаççĕ Альгешкинсем, хĕрпе ывăл ỹстереççĕ. Асли, Инна, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренет, кĕçĕн ывăлĕ Даниил - çак шкултах 6-мĕш класра.

Вера Альгешкина чечексем нумай ỹстерет, çул çỹреме юратать, тинĕс хĕрне, тĕрлĕ хуласене çитсе курма кăмăллать. Унпа пĕрлех вăл сцена çине тухма та ỹркенмест, Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать.

А.ТИМОФЕЕВА.



"Пирěн пурнăç"
04 марта 2016
09:04
Поделиться