Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хальхи ял хĕрарăмĕн портречĕ

Ял хĕрарăмĕ пуласси - пысăк тивĕç. Ĕлĕкренех ял хĕрарăмĕ, çав хушăрах анне тата мăшăр, хăйĕн аллинче килти хуçалăха тытнă, пур ĕçе те йĕркелесе пынă. Пĕр сăмахпа, çуртăн пĕтĕм "уççи" унра пулнă: выльăхĕ, ачасене вĕрентсе, воспитани парса ỹстересси, вĕсене тăрантарасси, уявсене ирттересси тата ытти те. Çулсем иртнĕ май "тĕп" хĕрарăмăн ĕçĕсене кинĕ йышăннă... Пурнăç тĕшши ĕçре, кил-çуртпа çемье çавăрса йăх хăварассинче пулнă.

Статистика хаклавĕпе 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 661 пин хĕрарăм шутланнă, вĕсенчен 63 проценчĕ хулара, 37 проценчĕ ялта пурăнать. Этемлĕхĕн черчен пайĕн 46 проценчĕ - ĕçлеме юрăхлă çулсенче. Кунта 16 çултан пуçласа 54 çулчченхисем кĕреççĕ. 18 проценчĕ - хĕрачасем, 36 проценчĕ - тивĕçлĕ канура. Хĕрарăмсенчен ытларах пайĕ чăвашсем - 84,2 процент (Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн 2010 çулхи кăтартăвĕсемпе). Республикăра пурăнакан хĕрарăмăн вăтам çулĕ 41,6 çулпа танлашать (хуларисен - 39,9 çул, ялтисен - 44,3 çул). Ял хĕрарăмĕ ялти арçынтан 6 çул, çĕршыври вăтам статистика хĕрарăмĕнчен 2,6 çул аслăрах.

Иртнĕ çул та республикăра хĕрарăмсен йышĕ арçынсенчен ытларах пулнă. Кашни 1000 арçын пуçне 1145 хĕрарăм тивнĕ. Ку енĕпе Пăрачкав районĕ малта пырать. Унта кашни пин арçын пуçне 1169 хĕрарăм лекет. Çав хушăрах Шупашкар хула округĕнчи, Канаш тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи ялсенче арçынсем хĕрарăмсенчен нумайрах (1000 арçын пуçне 887, 989 тата 994 хĕрарăм тивет). Çавăн пекех республикăри ял-сенче кашни 100 хĕрача пуçне 106 арçын ача çуралнă. Анчах та çулсем иртнĕçем арçынсен вилеслĕхĕ пысăк пулнăран çак шайлашу танлашать, аслăрах çулсенчисен йышĕнче ытларах хĕрарăмсем юлаççĕ. 65 çулти тата унтан аслăрах хĕрарăмсем арçынсенчен икĕ хут нумайрах. Хĕрарăмсен вăтам пурнăç тăршшĕ ялтисен 76 çулпа, хуларисен 77 çулпа танлашнă.

Кĕскен ял хĕрарăмĕн портречĕ çапларах пулса тухать. Вăл 40 çултан иртнĕ, чăвашла калаçать. Хăйĕн профессийĕпе те, тара кĕрсе те ĕçлет, 15 пин тенкĕне яхăн шалу илет. Çемьеллĕ, икĕ ачаран кая мар çитĕнтерет, çемье, йăла-йĕрке хаклăхĕсене тĕпе хурса пурăнать, сывă пурнăç йĕркине тытать, ĕçчен. Паянхи ял хĕрарăмĕ пурнăç уттинчен юлмасть, ял пурнăçне аталантарса пы-рать, лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртет, обществăлла пурнăçра активлăхпа па-лăрать. А.ДМИТРИЕВА.



"Пирěн пурнăç"
04 марта 2016
09:06
Поделиться