Мартăн 6-мĕшĕнче - Хĕл ăсатăвĕ!
Хĕл ăсатăвĕ - ватти-вĕтти юратакан, кĕтекен уявсенчен пĕри. Çак çурхи уява мĕнле кĕтмĕн-ха - хĕвел çутти-ăшши чуна çĕклет, урама тухма чĕнет... Кăçал район администрацийĕ хĕле мартăн 6-мĕшĕнче ăсатма палăртнă. Çавна май районăн Çĕнĕ центрĕнче яланхи пекех йăлана кĕнĕ уяв мероприятийĕ иртĕ, вăл 11 сехетре пуçланĕ. Уяв программи анлă та пуян пулĕ, халăха валли савăнма суту-илỹ ярмăрккине, юрă-ташă конкурсĕсене, спорт вăййисене тата ыттине те йĕркелĕç. Юлташсем! Уяв савăнăçлă пуласси тата унăн сĕмне кĕртесси йăлтах хамăртан килет. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене сума суса кашни хĕрарăмпа хĕрупраç çỹçеллĕ, чечеклĕ тутăр çыхса тухсан уяв тата илемлĕрех пулĕ. Пурте - уява, хĕле ăсатма!