Республика шайĕнчи олимпиадăра палăрнă
Шкул ачисен пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадин регионти тапхăрĕ вĕçленсе пырать. Паянхи куна чылай предметпа кăтартусем паллă ĕнтĕ. Палăртма кăмăллă, республика ша- йĕнчи олимпиадăра палăрнисем хушшинче пирĕн районти шкулсенче вĕренекенсен ячĕсем те пур. Январĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарта ОБЖ-па олимпиада иртнĕ. Ытти çулсенче те çак предметпа хĕрлĕчутайсем палăраканччĕ, кăçал та çаплах пулчĕ. Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Андрей Терентьев (педагогĕ - Эдуард Романов) пурнăç хăрушлăхсăрлăхĕн тытăмĕсене аван пĕлнине кăтартса панă, 243 балл пухса призерсен йышне кĕме пултарнă. Январĕн 29-30-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх педагогика универститетĕнче физкультурăпа олимпиада иртнĕ. Çĕн Атикасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Семенова (педагогĕ - Светлана Петрейкина) призерсен йышне кĕнĕ. Маттур вĕренекенсем пирки хаçатăн çитес номерĕсенче тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр.
А.ТИМОФЕЕВА.