Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ăшшăн кĕтсе илет

 Ĕçе çитсен вăл ĕç вырăнне хатĕрлет, алăсене супăньпе çăвать, халат тăхăнать те çынсене йышăнма пуçлать. Алăк хыçĕнче кашни кунах черет: кам - укола, кам юн тымарĕн-чен юн пама килет... Кунне 100 çынтан кая мар. Çапла пуçланать процедура пỹлĕмĕнче ĕçлекен Елизавета Деведерован ĕç кунĕ. Пурне те вăл савăк кăмăлпа кĕтсе илет, йăваш калаçать. Çавăнпах пациент çутă сăнлă çепĕç медсестра йĕппе кăшт чĕпĕтсе илнине те сисеймест.

Елизавета Маркеловна медсестра кăçал 55 çул тултарнă. Нумай çул хушши сывлăх сыхлавĕнче тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн июнь уйăхĕнче вăл район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Больницăра 35 çул ĕçленĕ хушăра тĕрлĕ шайри наградăсем унăн чылай пухăннă.

Сăмах май, Елизавета Марке-ловна Туктамăшра çуралса ỹснĕ. 1978 çулта Свердловск облаçĕнчи Красноуфимск хулинчи медицина училищинчен вĕренсе тухнă, пĕр хушă хăйĕн специальноçĕпе асăннă облаçри Кировоградра ĕçленĕ. 1980 çултанпа - район больницинче: малтанах ача-пăча уйрăмĕнче тимленĕ, 1992 çултанпа процедура пỹлĕмĕнче вăй хурать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе икĕ ывăл ỹстерсе çын тунă, икĕ мăнук çитĕнет. Елизавета Маркеловна ĕç кунĕнче вун-вун пациента ăшшăн йышăнать, хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлать. Ăна ĕçтешĕсем те, пациенчĕсем те хисеплеççĕ, яланах тимлĕ пулнине палăртаççĕ.

А.ЗАМУТКИНА.



"Пирěн пурнăç"
30 сентября 2015
13:14
Поделиться