Чупăва хастар хутшăнар
Сентябрĕн 27-мĕшĕнче Раççейре чупу кунĕ иртет. Çакна кура çĕршывра пурăнакансем яланхиллех "Наци кросне" старта тухĕç. Унта çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕрлĕ ỹсĕмри çĕршер, пиншер çын хутшăнать. Спорта, физкультурăна юратакан Чăваш Ен çыннисем те "Наци кросне" тăрăшсах хатĕрленеççĕ. Республикăра кăçалхипе вăл вуниккĕмĕш хут иртет. Пĕлтĕр унта пĕтĕмпе спорта кăмăллакан 59,5 пине яхăн çын хутшăннă. Кăçал та çакăнтан сахал пулмалла мар. "Наци кросне" тухакансем ỹсĕм çулне кура 4000, 1000 тата 2000, 6000, 8000, 12000 метра чупĕç. Ертỹçĕсем те хăйсем хушшинче тупăшĕç. Чи пултаруллисем парнесĕр юлмĕç. Хисеплĕ район çыннисем, вырсарникун пурте районти Тĕп стадиона çитме васкăр. Ăмăртусем 11 сехет те 30 минутра пуçланаççĕ. Пурте - старта!